30 апреля 2015 г.
Çамрăксен пултарулăхĕ иксĕлми, çăлкуç пекех тапса тăрать! Вĕрентекенсен талантлă ачасене асăрхамалла, малалла аталанма пулăшмалла кăна. Çак шухăшсем пырса кĕчĕç нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иртнĕ "Тăлăхсемсĕр Чăваш Ен!" мероприятире ачасен пултарулăхне сăнанă май.
Кашниех пултаруллă! Анчах сцена çине Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Влада Михайлова тухса юрă юрласан куçсем шывланчĕç. Мĕншĕнне калама йывăр. Тен, юрăри чуна пырса тивекен сăвă йĕркисем хумхантарчĕç... Хĕрачан сасси илемлĕ те уççăн янăрарĕ, çитменнине Влада хăех гитарăпа вылярĕ. Сăмах май, Влада шкулти музыка кружокне çỹрет.
Икĕ çул хушшинчех вăл Геннадий Орлов вĕрентекен пулăшнипе гитарăпа выляма хăнăхнă. Çак музыка инструменчĕ ăна питĕ килĕшет-мĕн. Çавăнпах хĕрача 9-мĕш класс хыççăн музыка училищине вĕренме каяс ĕмĕтпе пурăнать. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"