АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуриншĕн те пурнăçра чи хакли - çемье

08 мая 2015 г.

"Тăван йăваран хакли нимĕн те çук", - çапла палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче. Çавна май вăл вырăнти хăйтытăмлăх тата пурнăçлакан власть органĕсем умне çемьене çирĕплетме пулăшакан ĕçсем туса ирттерме задача лартрĕ. Çемье хаклăхĕсене çирĕплетме пулăшакан мерăсенчен пĕри вăл - уйрăлусен профилактики. Çак тĕлĕшпе ЧР Юстици министерстви вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле ЗАГС пайĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Районсенчи гражданла актсене регистрацилемелли хăтлă залсенче çемье çавăракансене, нумай ачаллисене, чылай çул хушши пĕрле пурăнакансене чысласси, тĕлпулусемпе çавра сĕтелсем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Пĕлтĕр республикăра çакăн пек 2000 ытла мероприяти иртрĕ, çав шутран 29-шĕ - Хĕрлĕ Чутай районĕнче. Пĕрне пĕри килĕштерсе, юратса чылай çул хушши пурăнакан çемьесемпе тĕл пулма тин кăна пĕрлешнĕ мăшăрсене чĕнетпĕр, вĕсем аслисен ырă тĕслĕхне курса хăйсен çемйине аркатмасса шанатпăр. Акă март уйăхĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче "Пур телейлĕ çемьесем те пĕр пек телейлĕ" мероприяти иртрĕ. Унта Шулю ялĕнчи Шуськинсен виçĕ ăрăвĕ хутшăнчĕ: ылтăн туйне паллă тăвакан ашшĕ-амăшĕ, фарфор туй паллă тăвакан ывăлĕсен çемйисем тата мăнукĕсем. Палăртса хăвармалла, ылтăн туй таран пурăннă мăшăрăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. Апла пулин те вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăç çулĕпе тивĕçлĕн утнă. 2015 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнче 10 мăшăр 50 çулхи юбилейне, 20 мăшăр - 55, икĕ мăшăр пĕрле 60 çул пурăннине паллă тăвать. Шулюри Зинаида Антоновнăпа Николай Николаевич Михопаркинсене те асăнса хăварас килет - вĕсем "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена тивĕçрĕç. Çакăн пек çемьесем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче ăшă та кăмăллă хутшăнусем пулсан çеç çемье çирĕп пулĕ. Шăпах çакăн пек çемьесем - пирĕн республика, Раççей пуласлăхĕ.

А.ВЯЗОВ, ЧР юстици министрĕн çумĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика