АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха сĕт сутакансене укçапа е парнепе хавхалантарĕç

08 мая 2015 г.

Сĕт хакне паян республикăра та, çĕршыв шайĕнче те çивĕч сỹтсе яваççĕ. Лару-тăрăва улăштарма Сĕт туса илекенсен наци пĕрлешĕвĕ ("Союзмолоко") çĕршывра чĕртавар ытлашши йỹнелсе каясран РФ Ялхуçалăх министерствине регионри влаçпа тата бизнеспа сĕт хакĕн коридорне тума - сĕтĕн чи пĕчĕк тата чи пысăк хакне палăртма - сĕнет. Пĕрлешĕвĕн ырă пуçарăвĕ пурнăçа кĕрсен лару-тăрăва, тен, улăштарма май килĕ. Асаилтеретĕп, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тỹлесе татмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума ыйтрĕ. Республикăри хăш-пĕр районта çĕнĕлле ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Анчах чылай çĕрте, вăл шутра пирĕн районта та, çĕнĕлĕхе ниепле те йышăнса çитерейменни сисĕнет.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче ра-йон администрацийĕнче халăхран сĕт пухакансемпе сĕт хакĕ тата пахалăхĕ-пе çыхăннă ыйтусемпе черетлĕ лару иртрĕ. Шел те, тирпейлекен предприя-тисенчен пĕр представитель те унта пулмарĕ. Шăпах вĕсем сĕт хакне палăртаççĕ-çке. "Сĕт хакне эпир тумастпăр. Сĕт завочĕсемпе пысăк суту-илỹ сечĕсем хăпартаççĕ. Пирĕнтен нимĕн те килмест. Сĕт йỹнелнине эпир телефон çине смс килнипе çеç пĕлетпĕр. Хак тăвассине унта пирĕнтен ыйтмаççĕ те, систермеççĕ те", - тỹрре тухма тăрăшрĕç сĕт пухакансем. Тĕрĕслĕхĕ кунта ăçта-ши? Кам енче-ши? Район шайĕнче пухăнса темĕн чухлĕ калаçсан та вĕçне-хĕрне тухма май çукки куçкĕрет. Усламçăсене вара ял çыннин терчĕ пĕртте шухăшлаттармасть.

Анчах ачи йĕмесен амăшĕ кăкăр памасть теççĕ-и-ха? Юрĕ, халăхран пухакан сĕт хакне хăпартма витĕм кỹреймесен те, сĕт пахалăхĕпе çыхăннă ыйту вара тỹрремĕнех пырса тивет. Чĕртавар хакĕ йỹнелнĕшĕн хушма хуçалăх тытакансемех айăплă, продукци пахалăхне япăхлатса янă текенсем пур. Ларури калаçуран паян районти сĕт сутакан хуçалăхсен 40 проценчĕн сĕчĕ тивĕçлĕ шая ларманнине пĕлтĕм. Чылайăшĕ сĕте шыв хушать, хăймине пуçтарса илет тата ытти те. Специалистсем сĕт пахалăхĕ ĕнерен килнине те палăртрĕç. Талăкра 15 литртан ытларах сĕт паракан ĕнен сĕтĕнче çу та, белок та сахалланать-мĕн. Çитменнине çуллахи вăхăтра сĕт йỹçеклĕхĕ пысăкланать. Кашни хăйĕн хуçалăхĕнчи сĕте тухса парать, вĕсене хутăштарнипе сĕт пахалăхĕ чакать. Лайăххипе япăххи хутăшса кайса сĕт япăх шая çитет, унпа пĕрлех хак чакать - çынсен кăмăлĕ хуçăлать. Кашни кун кашнийĕн сĕтне тĕрĕслесе тăрасси вара вăхăт нумай йышăнать-мĕн. Нумай çул сĕт пухакансем вара кам мĕнле сĕт йăтса тухнине тĕрĕслемесĕрех аван пĕлнине, пысăк пахалăхлă шайри сĕте сутакансемпе вĕсем тĕллевлĕ ĕçлесшĕн-нине палăртрĕç. Ларăва пухăннисем паха сĕт сутакансене кварталта пĕрре парнепе е укçан хавхалантарма йышăнчĕç. Апла пулсан, ял çыннин сĕт сутса чĕрĕ укçа туса илессине çухатас мар тесен ытларах пахалăха тимлĕх уйăрма тивĕ.

Çапах хаксене йĕркелесе тăрассине патшалăх халĕ те татса парайманни ĕне усракана тарăн шухăша ярать, выльăх шутне чакарасси патне илсе çитерет. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Хра-мов паллаштарнă цифра та çакнах калать: кăçалхи пĕрремĕш кварталта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, районта 427 пуç ĕне чакнă. Çакă çынсем ирĕксĕрех ĕмĕрхи ĕçе пăрахса укçа ĕçлесе илмелли урăх майсем шыранине пĕлтерет.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика