АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дима - республикăра иккĕмĕш

13 мая 2015 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарти ачасемпе çамрăксен библиотекинче илемлĕ вулакан ачасен "Сăвăсенче тата астăвăмра _ вăрçăн чĕрĕлнĕ сăнĕ" республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăран 7-11 çулхи 25 ача хутшăннă. Ачасем вăрçă, салтаксем, халăх паттăрлăхĕ çинчен сăвăсем вуланă, пухăннисем вĕсене сывлама чарăнса тенĕ пек итленĕ, хăшĕ-пĕрин куççуль та тухнă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ май сумлă жюри Александр Твардовский çырнă "Василий Теркин" поэма сыпăкне пултаруллă вуласа панăшăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1В класра вĕренекен Дмитрий Оринова иккĕмĕш вырăн пама йышăннă. Маттур ача Диплома тивĕçнĕ. Палăртмалла, асăннă поэма сыпăкне Дима районта Литература çулталăкне уçнă савăнăçлă каçра каласа кăтартнăччĕ. Теркин пекех купăс йăтса тухса, унтан ун çине ларса куракансен чунне пырса тивмелле, кăмăлне каймалла вуласа пачĕ вăл ун чухне поэма сыпăкне. Дима Оринов малашне те пултарулăхне аталантарса пырса тĕрлĕ шайри конкурссенче çĕнтерессе шанатпăр.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика