13 мая 2015 г.
Майăн 8-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.М.Павлов тата район пуçлăхĕ, райпо Канашĕн председателĕ А.Ю.Степанов Ваçкаçырминчи Петр Мокшин патĕнче пулчĕç, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ ятпа саламларĕç, парнепе чысларĕç, иртнине аса илсе паянхипе танлаштарчĕç, çемье архивĕнчи сăнỹкерчĕксемпе паллашрĕç. Республикăра потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшнă, Аслă Отечественнăй вăрçăна хутшăннă ветерансем Çĕнтерĕве 70 çул çитнине 33-ĕн кĕтсе илчĕç, пирĕн районтан - 1 çын. Вăл - Ваçкаçырми ялĕнче пурăнакан Петр Филиппович Мокшин. П.Мокшин 94 çулта, вăл Ваçкаçырми лавккинче тăрăшма пăрахни - 34 çул. Петр Филипповичпа мăшăрĕ, Мария Анто-новна, 69 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем 5 ачана кун çути панă. Паян Мокшинсен 4 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурте Мускавра тĕпленнĕ. Мокшинсем хăйсен ĕç стажне коопераци тытăмĕн-че ирттернĕ. - Лавккара сивĕччĕ, ĕçленĕ, чăтнă. Паян вара хăтлă, нушникĕ те урамра мар, - теççĕ Мокшинсем.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"