АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерỹ - кашни çын чĕринче

13 мая 2015 г.

Туриçĕрпỹкассисем Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă уява тивĕçлĕ паллă турĕç. Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Йышлă пухăннă ял халăхне Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕсем Лев Медведев, Иван Никифоров уяв ячĕпе саламларĕç. Çавăн пекех Иван Никифорович туриçĕрпỹкассисем çĕнтерĕве çывхартма мĕнле тỹпе хывнипе паллаштарчĕ. Ялтан 221 çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен 92-шĕ каялла таврăнайман. Нумайăшĕ тăватă çула яхăн пынă вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн орденсем илнисем шутĕнче - А.А.Крылов, Н.А.Алексеев, Н.Н.Николаев, В.И.Каликин, С.В.Волков, А.П.Задонский, Т.Т. Тарасов, П.Н.Никитин, М.Е.Ермолаева (Инедеркина). Мухтав орденне тивĕçнĕ Г.З.Захаров 1945 çулхи июнь уйăхĕнче Мускавра ирттернĕ Çĕнтерỹ парадне те хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан салтаксем "Путь Ленина", каярахпа Ленин ячĕллĕ колхоза ура çине тăратас тесе нумай вăй хунă. В.Г.Герасимов трактористсен бригадирĕ, А.Я.Яковлев механизатор, П.Т.Задонский бригадир, А.Ф.Федоров тимĕрçĕ тата ыттисем ĕçри тăрăшулăхшăн республикăн хисеплĕ ячĕсене (малтанхи иккĕшĕ) тата орден-медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче, мирлĕ пурнăçра, палăрнисем те ялтан чылаййăн тухнă. Акă, "Путь Ленина" колхоз председателĕн, Тури Çĕрпỹкассинчи шкул директорĕн П.Н.Никитинăн икĕ ывăлĕ вăрçа тухса кайнă. Пĕри - Гея ывăлĕ - çапăçу хирĕнче пуçне хунă, тепри, Виталий, Ленин орденне, РСФСР, ЧР тава тивĕçлĕ çыхăнуçин хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Ялти К.П.Паденов та 17 çултан иртсенех фронта тухса кайнă. Халĕ вăл - ялхуçалăх наукисен докторĕ, Белоруссинче пурăнать. Паттăр та маттур ентешсемпе эпир мăнаçланатпăр, нихăçан та манмастпăр.

И.НИКИФОРОВ, Тури Çĕрпỹкасси ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика