АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче те çул пулĕ

13 мая 2015 г.

2014 çулта республикăри автоçулсем çинче 2135,4 миллион тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттернĕ: 23,5 километр тăршшĕ автоçулсем тунă, 185 километр - юсанă, çуртсен кил картишĕнчи территорийĕсене (183), урамсене кĕмелли çулсене (83) йĕркене кĕртнĕ. Иртнĕ çул пурте усă куракан пассажир транспорчĕпе 171,5 млн çынна турттарнă. Куллен çỹрекен автобус мар - 92, хула çумĕнчисене - 350, хуласем хушшинчине - 116. Çавăн пекех республикăра федерацин Атăлçи округĕнче регионти авиацие аталантарас проекта пурнăçа кĕртесси аван пулса пырать. "Шупашкар аэропорчĕ" проектпа килĕшỹллĕн 2014 çулта 572 рейс тунă, пурĕ 2814 пассажира "сывлăш карапĕпе" турттарнă. Районта 419,037 километр пурте усă куракан автоçул шутланса тăрать. Вĕсенчен регио-наллă тата муниципаллă автоçулсем 56,137 километр йышăнаççĕ, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем - 362,9 километр. Кунта 7 кĕперпе усă кураç-çĕ, вĕсен тăршшĕ 179, 5 метрпа танлашать. 2014 çулта районти автоçулсем çинче 33106, 833 пин тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттернĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе 3,591 километр тăршшĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсанă, вăл шутра ял тăрăхĕсенчи 2,75 километр тăршшĕ çула вак чулпа хытарнă. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе ялсенчи çулсене сарас тĕлĕшпе ĕçсем татах пулĕç - урамсенчи çулсене вак чулпа хытарĕç. Çавăн пекех пĕлтĕр районти нумай хваттерлĕ çуртсен кил картишĕнчи территорийĕсене, урамсене кĕмелли çулсене 953 пин тенкĕлĕх юсанă. Кăçал республикăн Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе 1287,5 километр йышăнакан лаптăка, урамсене кĕмелли территорисене, юсама палăртнă. Çавăн пекех уйăрнă укçа-тенкĕпе ялсен чиккинчи пурте усă куракан автоçулсене йĕркене кĕртĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе 2015 çулта районти пурте усă куракан автомобиль çулĕ-сене тума 4421,381 пин тенкĕ уйăрма планланă. Çитес вăхăтра Лоба, Шуккакасси, Питĕркасси ялĕсенче тата Хĕрлĕ Чутай салинче автоçулсем тума пуçлĕç.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика