АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача хăрушсăрлăхĕ - малти вырăнта

13 мая 2015 г.

Мĕншĕн ачасем çул-йĕр инкекĕсене лекеç-çĕ? Хуравĕ те çăмăл пек туйăнать: хăйĕн асăрханусăрлăхне пула çул çинче суранланнă ача хăех айăплă. Анчах та "айăплă ача" ăнлав çук. Ачапа çул-йĕр инкекĕ пулнишĕн эпир, аслисем, айăплă, е эпир пăхса çитереймен, е тĕпренчĕкĕмĕре вĕрентмен, е "çул-йĕр саккунĕсене" пăсма юраманнине хамăр тĕслĕхпе çирĕп-летсе паман. Ача çул çинче чи хỹтлĕхсĕрри шутланать. Çавăнпа та унăн хăрушсăрлăхне тивĕçтерме аслисен (ашшĕ-амăшĕн, учительсен, воспитательсен, иртсе çỹрекенсен, чи пĕлтерĕшли - водительсен) тăрăшмалла. Ачасен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ мĕнрен пуçланать-ха? Паллах, çул çинчи лару-тăрăва чухлама вăхăтра вĕрентнинчен, хăйсене çул çинче йĕркеллĕ тытма тата тимлĕ пулма хăнăхтарнинчен. Асра тытăр: эсир хăвăр ача умĕнче Çул-йĕр правилисене пăсатăр-тăк, вăл та çаплах тăвĕ. Транспорт хатĕрĕпе ачана турттарнă чух та хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тимлĕхре пулмалла. Ачасене мĕн пĕчĕкрен Çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентмелле. Аслисен ырă тĕслĕхĕ кун пек чухне питĕ витĕмлĕ пулнине асра тытмалла.

В.ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика