АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха хапсăннă тĕслĕхсем нумай

13 мая 2015 г.

2015 çулхи пĕрремĕш кварталта районти полици уйрăмĕнче тăрăшакансем яланхи пекех оперативлă лару-тăрăва куçран вĕçертмерĕç, граждансен ирĕкĕпе прависене хỹтĕлессишĕн, обществăри хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн тимлерĕç, преступени тăвакансене тытса чарчĕç, профилактика ĕçĕсем ирттерчĕç. Отчетлă тапхăрта район территорийĕнче 46 преступлени (пĕлтĕр те ку вăхăтра - 46 преступлени) регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 63 проценчĕ йывăр мар преступленисем, вăтам йывăррисем - 19,6 процент, йывăррисем - 10,9 процент. Питĕ йывăр преступленисен шучĕ вара ỹсрĕ - 6, 5 процент (пĕлтĕр - 4,3 процент). Регистрациленĕ преступленисенчен 16,7 проценчĕ халăх пурăннă секторта пулнă. Уйрăмах çынна асаплантарасси ỹсрĕ - 7 (пĕлтĕр - 1). Асăрханса тунисем - 21 (21), хĕнени - 12 (15), вĕлерессипе хăратни - 2 (5). Пĕтĕмпе кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 39 преступление уçса патăмăр, тишкертĕмĕр, суда ярса патăмăр.

Профилактика

Тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн профилактика мероприятийĕсем, рейдсем ирттертĕмĕр, учреждени-семпе предприятисене тĕрĕслерĕмĕр, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Ĕçсĕррисем йĕркене пăсни 17,4 процент, маларах саккуна пăснисем преступлени тăвасси 18,8 процент ỹс-рĕ. Ỹсĕррисем саккуна пăсни 11,8 процент сахалланчĕ. Телее, ушкăнпа преступлени тăвасси пулман.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ

Кăçалхи виçĕ уйăхра çул çинче пулнă инкексен шучĕ икĕ хут чакни палăрать. 2014 çулхи çак тапхăрта 2 çул-йĕр инкекĕ пулнă пулсан, кăçал - пĕрре. Аманнисен шучĕ те малтанхинчен, 2-рен, пĕрре таран чакнă. Çул-йĕр инкекĕсенче вилекенсем пулманни савăнтарать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн районта 320 çынна административлă явап тыттартăмăр. Вĕсенчен ỹсĕрле руль умне ларнăшăн - 13 çынна. Преступленисене уçса парасси Январь-март уйăхĕсенче преступленисене уçса парасси кăшт чакни сисĕнет, вăл 90,7 процентпа танлашрĕ. Ют пурлăха хапсăннă тĕслĕхсем нумай, преступ-ленисен 50 проценчĕ. Пĕтĕмпе тăрă шыв çине кăларман тăватă преступлени юлчĕ, пĕлтĕр - 3. Хĕç-пăшал çаврăнăшĕн сферинче - 1, экономика сферинче 5 преступлени тупса палăртрăмăр, вĕсенчен пĕри коррупципе çыхăннă. Наркотик хатĕрĕсен тата психотроплă япаласен çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене регистрацилеменни савăнтарать. Пĕтĕмпе саккуна пăхăнманшăн 178 административлă протокол çырма тиврĕ. Хунă штрафсен сумми 54200 тенкĕпе танлашрĕ. 35 500 тенкине шыраса илтĕмĕр. Шыравра отчетлă тапхăрта виçĕ преступник пулчĕ, иккĕшне шыраса тупман-ха. Хыпарсăр çухалнă тăватă çын шыравра шутланчĕ, вĕсем ăçтине тупса палăртман-ха. Тăванĕсемпе çыхăну татнă виçĕ çынран иккĕшне тупрăмăр.

Обществăлла вырăнсенчи лару-тăру

Обществăлла вырăнта кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, 4 преступлени тунă, вĕсенчен виççĕшне - урамра. Обществăлла вырăнсенче ытларах вăрлаççĕ, çаратаççĕ. Вĕсенчен: çаратни - 2, хулиганла ĕçсем туни - 1, вĕлерессипе хăратни - 1. Район территорийĕнче "Хăрушсăр хула" комплекс тытăмне ĕçе кĕртесси планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Халăха лăпкăлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме 11 видеокамера вырнаçтарнă, вĕсене полицин дежурнăй чаçĕнчи мониторĕ çинче сăнама май пур. Кунсăр пуçне полици уйрăмĕнче çуртăн шалтине тата территори йĕри-таврарине курма май паракан видеосăнав та ĕçлет. Районти полици уйрăмĕнче тăрăшакансем малашне те хăйсем умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлас, районта пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, преступленисен шутне чакарас, оперативлă ĕçе вăйлатас тесе ĕçлĕç.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика