15 мая 2015 г.
Шухăша путатăн та тĕлĕнетĕн: пач ют çынпа тĕл пулса пĕр-пĕрне килĕштерме, юратма пуçлатăн, çемье çавăратăн, ача-пăча ỹстеретĕн, унран вара хакли çук та тĕнчере _ çапла çав пурнăç йĕрки. Çур ĕмĕр е тата ытларах пурăнакан упăшкипе арăмĕ ыр сăмаха тивĕçех. Çемье çавăрса, ачасене ỹстерсе тĕрĕс-тĕкел пурăнма çăмăлах мар. Йĕркеллĕ пурнас тесен кирлĕ вăхăтра сăмах чĕнес çуккине е чĕнмеллине те пĕлмелле, ăнланмалла, каçармалла... Малтанах ку пĕр-пĕрне хисепленинчен пуçланать пулĕ. Çакăнтан чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх çуралать те. Паллах, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, ăнланса, упраса пурăнсан 50 е 65 çул та сисĕнмесĕрех иртсе каять. Юлашки çулсенче патшалăх та çемье институтне çирĕплетес тесе чылай ĕç тăвать. Çирĕп те йĕркеллĕ çемьесене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа медаль парса чыслать. Икĕ, виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене федераллă тата Чăваш Республикин амăшĕн капиталĕн сертификачĕ-сене парса пулăшать. Çавăн пекех патшалăх ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем парассине пысăк тимлĕх уйăрать, пособисене вăхăтра тỹлет тата индексацилесех тăрать. Шел, юлашки çулсенче районта çамрăксем мăшăррăн пурăнасшăнах марри куçкĕрет. Темшĕн, пирĕн хĕрсем туй хыççăнах пирĕн ывăлсенчен уйрăлма васкаççĕ. Пирĕн аннесемпе асаннесем пурнăç тăвас тесе тата ăна йĕркеллĕ ирттерес тесе тăрăшнă. Паян йĕри-тавра пăхатăн та самана çăмăл пулин те çемье ỹкерчĕкĕ урăхла. Хĕрарăм _ пурнăç тыткăчи тенĕ. Апла пулсан айăпĕ ытларах пирĕн хĕрсенче тесе калас килет. Айăпне хамăртах шырар. Паянхи кун тĕлне районта кăçал 18 мăшăр пĕрлешнĕ, 15-шĕ уйрăлнă. Малашне тата мĕнле пулĕ-ши? Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн паян шухăшламалла кун пирки! Малалли сăмахăма лайăххипех вĕçлесчĕ тесе районта пĕрле чи нумай çул пурăнакан хам пĕлнĕ çемьесене асăнас килет. Вĕсем Ваçкаçырминчи Мария Антоновнăпа Петр Филлиппович Мокшинсем, Ишеккассинчи Александра Петровнăпа Кузьма Кузьмич Аргандейкинсем, Питĕр-кассинчи Нонна Степановнăпа Михаил Иванович Митрофановсем, Штанашри Мария Герасимовнăпа Филимон Сергеевич Ефремовсем, Уйпуçĕнчи Анна Ивановнăпа Василий Андреевич Афоркинсем тата ыттисем те. Вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе кашни ырми-канми ĕçленĕ. Хуйхă-суйхă та, йывăр ĕç те вĕсене çĕмĕрмен, ураран ỹкермен.
Алина Оринова.
Источник: "Пирěн пурнăç"