15 мая 2015 г.
Питĕ чаплă та сумлă уява - Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине - паллă турăмăр эпир майăн 9-мĕшĕнче. Пысăк пĕлтерĕшлĕ те мăнаçлă куна халалланă уяв кунĕсенче тăшманпа кĕрешсе ял çăвине кĕреймен паттăр салтаксене асăнса чылай çĕрте çĕнĕ палăксемпе стелăсем уçăлчĕç, унччен те пулнисене вара пур çĕрте те юсаса çĕнетрĕç, тасатса пуçтарчĕç, чечексем лартрĕç. Вăрçăра пуç хунисене ятран асăнса хăварнă палăксем Березовкăра, Сорăмра, Красный Ярта, Яманкассинче, Енкĕлтре, Карăкçырминче уçăлнă. Ишеккассисем вара майăн 9-мĕшĕнче паттăр ентешне - Степан Плисов пĕрремĕш ракетчика - асăнса лартнă палăка уçрĕç. Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Аргандейкин, ял çыннисем, Степан Плисовăн йышлă тăванĕ хутшăнчĕç. Палăртмалла, чылай çĕрте çĕнĕ палăксем уçас ĕçе ял çыннисем пысăк тỹпе хывнă. Вăрçă синкерлĕхĕ пырса тивмен çемье çук та пулĕ пирĕн хушăра. Çавăнпах пулĕ çичĕ ютра выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă тăванĕсен ячĕ ялти палăк çине çырăнса нумай çуллăха упрантăр тесе чылайăшĕ пуçарулăх кăтартнă. А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"