АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эп каяп вĕт, каяп вĕт, ман шур кĕпе юлать вĕт…"

15 мая 2015 г.

"...Эп кайнишĕн кам макрать - апи макăрса юлать". Çакăн евĕр сăмахсене каласа камсем юрланине пĕлмен çын çук пулĕ пирĕн районта. Ку - салтак юрри. Шăпах çакăн пек юрăсем илтĕнме пуçларĕç халĕ ялсенче. Пирĕн тăрăхра яшсене салтака ĕлĕкхи чăваш йăлипе, тăвансене пухса, салтака каякан каччă çине тĕрленĕ алшăллисем çакса, купăс каласа юрласа ăсатасси пĕтмен-ха. Майăн 13-мĕшĕнче çурхи призывпа пĕрремĕш сакăр салтак тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи Артем Серина, Николай Рубцова, Евгений Фадеева, Ишеккассинчи Евгений Еремина, Денис Егорова, Дмитрий Петрова, Çĕн Атикассинчи Николай Моисеева, Атнарти Лев Петрова ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пил парса çара ăсатрĕç. Сăмах май, çурхи призывпа районти 52 яшăн салтак атти тăхăнмалла. Вĕсем пурте чăваш каччин ятне ямасăр хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шанатпăр. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика