АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш ывăлне салтака ăсатрĕç

15 мая 2015 г.

Пирĕн районăн чăн-чăн мухтавĕ, тĕрекĕ - çирĕп те ĕçчен, туслă та сăпайлă çемьесем. Çĕр-çĕр çемье ир пуçласа мĕн каçчен ĕçре тăрмашать, ачи-пăчине çĕршыва юрăхлă çынсем тăвасчĕ тесе ỹстерет. Ишеккассинчи Маргаритăпа Николай Ереминсен çемйи те ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле _ выльăх чĕрлĕх-не те тытаççĕ, анкартинче те тăрмашаççĕ. Маргарита Семеновна хĕвелтен те иртерех тăрса ĕçе кỹлĕнет - вăл райпо тытăмĕнче вăй хурать, районти ялсенче пурăнакансенчен сĕт пухать. Николай Николаевич та, чĕри хăйĕн çинчен асаилтерсех тăрать пулин те, пĕр ĕçрен те юлмасть. Мăшăр икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Асли, Сергей, икĕ çул каялла салтакран таврăнчĕ. Виçĕмкун вара кĕçĕнни, Евгений, тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Чăваш çемйинче ывăл çуралсан "салтака юрăхлă пултăр" теççĕ. Евгений пирки те çаплах каламалла пулĕ - салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнма та шутламан вăл. Ачаранах спортпа туслашнăскер, шкулта аслă классенче вĕреннĕ чух чылай ăмăртусене хутшăнчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕ-сем 2013 çулта Нижнекамск хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи Спартакиадăран виççĕмĕш вырăн йышăнса таврăннăччĕ. Çав ушкăнра Евгений Еремин та пулнă. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсемпе юлташĕсем Женьăна пĕр çулталăка тăсăлакан яваплă тапхăр пысăк хастарлăхпа, ăнланулăхпа иртсе кайтăр тесе пил пачĕç. Çар пĕлтерĕшĕпе унăн хисепĕ пирки çамрăксене ытларах аслисен каласа памалла, салтакра пулнă çын пурнăçра ытларах курнине ăнлантармалла. "Служба тени, паллах, пурин те пĕрешкел килмест, анчах та ăна чунтан пурнăçласан Женьăна хăйне те çăмăл пуласса шанатпăр, - тет Маргарита Еремина куççульне, пăлханăвне пытар-ма тăрăшса. - Турри пулăшсан, хăй тăрăшсан чиперех кайса килет пулĕ-ха". Эй, амăш чĕри! Ахальтен çапла каламан пулĕ çав пĕр поэт: "Çуратнă анне йĕрсе юлчĕ - мăнтарăн! Вăл - ывăлĕшĕн ĕмĕр хăранă чĕре". Амăшĕн чунтан тухакан кĕлли ывăлне салтакран ырă та тĕрĕс-тĕкел таврăнма пулăшатех.

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика