20 мая 2015 г.
Чăваш Республики темиçе çул ĕнтĕ федерацин Атăлçи округĕнче çурт-йĕр хута ярассипе малти позицисене йышăнать. Иртнĕ çул республикăра хута янă çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 862,1 пин тăваткал метр пулнă, 2013 çулхипе танлаштарсан - 103 процент. Эконом класлă кил-çуртăн лаптăкĕ - 396,5 пин тăваткал метр, хута янă пĕтĕмĕшле çурт-йĕрĕн 46 проценчĕ. Çакăн пирки "Пирĕн пурнăç" хаçатăн корреспондентне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков каласа пачĕ.
- Олег Иванович, пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай районĕнче миçе çурт хута янă?
- 2014 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнче хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ10,325 пин тăваткал метрпа танлашрĕ. Вăл шутра уйрăм çурт купалакансем (застройщиксем) хута янă лаптăк 7,952 пин тăваткал метр йышăнчĕ. Пурăнмалли пỹлĕмсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ, вăтамран районта пурăнакан пĕр çын пуçне, 36,5 тăваткал метрпа танлашрĕ. Республикăри вăтам кăтарту - 24,8 тăваткал метр.
- Район çак хăвăртлăха сыхласа хăварма пултарĕ-ши?
- Хĕрлĕ Чутай районĕ те ытти муниципаллă пĕрлешỹ-сем пекех Килĕшĕве алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн вăл 2015 çулта пĕлтĕрхи планран сахал мар çурт-йĕр хута яма тивĕç. Апла пулсан строительство хăвăртлăхĕ сыхланса юлмалла. Унсăр пуçне республикăри власть органĕсем умĕнче пысăк тĕллев - çулталăк вĕçлениччен республикăра хута ямалли çуртсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 48 проценчĕ эконом класлисем пулмалла. Çак тĕллеве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче кăтартнă. Пурне те тивĕçлĕ ĕç кĕтет. - Чăваш Ен "Раççей çемйи валли çурт-йĕр" программăна хутшăнать.
- Асăннă программăна камсем хутшăнаяççĕ? Программа пирки мĕн калаятăр?
- "Раççей çемйи валли çурт-йĕр" программăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма учета тăнă тата пĕр çын пуçне пурăнмалли лаптăк 18 тăваткал метртан та сахал тивекен çемьесем хутшăнаяççĕ. Çавăн пекех асăннă программăна пурăн-ма юрăхсăр, авариллĕ çуртсенче пурăнакан, икĕ е ытларах ачаллă (çул çитменнисем-тăк) тата амă-шĕн капиталне тивĕçнĕ çемьесем, виçĕ е ытларах ачаллисем (çул çитменнисем-тăк), вăрçă ветеранĕсем хутшăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне граждансен хăш-пĕр категорийĕсен те çакăн пек ирĕк пур: ачаллă çамрăк çемьесен, хула йĕркелекен тата оборона предприятийĕсенче вăй хуракансен тата ыттисен те. Пĕтĕмпе программăпа килĕшỹллĕн республикăра 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тата хушма 210 пин тăваткал метр эконом класлă çурт-йĕр хута яма планлаççĕ. Çакă республикăра пурăнакан 5 пин çемьене çурт-йĕр условийĕ-сене лайăхлатма пулăшĕ. Асăннă программăпа тĕплĕнрех ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин сайтĕнче ("Раççей çемйи валли çурт-йĕр" баннерта) паллашма пулать.
- Олег Иванович, тавтапуç калаçушăн.
А.ВАСЮКОВА калаçнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"