АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр лайăххине те курчĕ, çитменлĕхсене те асăрхарĕ

20 мая 2015 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, майăн 14-мĕшĕнче, районта ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пулчĕ. Вăл район ертỹçисемпе пĕрле больницăна çитсе курчĕ тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекенсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Министр район боль-ниципе паллашассине поликлиникăран пуçларĕ. 35 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн больницăна кĕме кăмăллă. Алăкран кĕрсенех кăмăл тăвакансенне пуринне те юн пусăмне тĕрĕсленине курма пулчĕ. Ку пулăшу - тỹлевсĕр. "Кашни кунах çапла тĕрĕслетĕр-и?" - кăсăкланчĕ Алла Владимировна. "Кашни ĕç кунĕнчех, - ăнлантарчĕç больница ĕçченĕсем. - Ирхине пĕр-ик сехет шăп çак вырăнта, кайран вара ятарлă сывлăх пỹлĕмĕнче". Министр килнĕ вăхăтра больница хăйĕн яланхи йĕркипе ĕçлетчĕ. Кăритурсенче _ пациентсем. Халăхра "хăлха, пыр, сăмса тĕрĕслекен" тесе калакан тухтăр кабинечĕ умĕнче ачисене çавăтнă ашшĕ-амăшĕпе асламăшĕ чылайччĕ. "Сирĕн электронлă регистратура ĕçлемест-им?" - ыйтрĕ министр çакна курсан. "Ĕçлет, анчах пурте ун урлă çырăнса килмеççĕ пирĕн пата", - пулчĕ хурав. Пирĕн район больницинче хăш тухтăр пỹлĕмĕ умĕнче халăх черетре ытларах тăнине çынсем питĕ лайăх пĕлеççĕ-ха. Электронлă черете çырăнни те пулăшмасть хăш чухне... Района çамрăк тухтăрсем килнипе кăсăкланнă май Алла Самойлова çамрăк специалистсем ĕçлекен пỹлĕмсене те çитсе курчĕ. Вероника Волкова çамрăк хирургпа тата Мира Кондратьева стоматологпа министр кăмăллăн калаçрĕ. Малалла министр терапи, реанимаци уйрăмĕ-сене, операцисем ирттерекен зала, ача-пăча тата хĕрарăмсен консультацине çитсе курчĕ, кунти тухтăрсемпе тата сывалма килнисемпе калаçрĕ. Малтанласа пăхсан пурте йĕркеллĕ темелле: палатăсенче - чирлисем, шурă халатлисем вĕсене сыватассишĕн тăрăшаççĕ. Анчах та... Терапи уйрăмĕнчи пĕр палатăна кĕрсен Алла Владимировна кунта выртакансен сывлăхĕ-пе кăсăкланчĕ. Уйрăмах пĕр кинемие мĕнле чир канăçсăрлантарнине ыйтса пĕлчĕ министр. Тухтăрсен хуравĕ вара ăна пĕрре те тивĕçтермерĕ, пачах урăхла, тĕлĕнтерсе ячĕ темелле: "Эсир ку чиртен хăвăр патра ниепле те сыватаймастăр вĕт-ха, чирлĕ хĕрарăма Шупашкара илсе кайса операци тумалла! Çакна пĕлсех пĕр эрне хушши мĕн туса выртаратăр эсир ăна кунта?" _ хăй кăмăлсăр пулнине пытармарĕ министр. Чирлĕ хĕрарăма пăхса тăракан тава тивĕçлĕ тухтăр кирлĕ хурав параймарĕ, пуçне чиксе куçне тартрĕ çеç... Çакна та каласа хăварас килет: виççĕмĕш хутра вырнаçнă терапи уйрăмне министр тата унпа пĕрле çỹрекен ушкăн лифтпа хăпарчĕ. Иван Игнатьев тĕп врач лифта юсаса хута ярассишĕн çине тăрсах тăрăшнине палăртрĕ. Паллах, лифт больницăра питĕ кирлĕ япала. Чирлисене пĕр хутран теприне сахал илсе хăпартмалла е антармалла-и? Анчах та каярахпа Алла Самойлова пĕр самай ватă хĕрарăм картлашка тăрăх пĕчченех аялалла утса аннине асăрхарĕ те: "Сирĕн лифт пур вĕт, мĕншĕн ватă çынсене картлашка тăрăх уттарса нушалантаратăр?" - терĕ. "Картлашка тăрăх утни хăйне евĕр зарядка..." - теме пăхрĕ пĕри. "Ватăлса çитсе ураран ура иртми пулсан эсир мĕнле çавăн пек "зарядка" тунине курăттăм эпĕ", - хуравларĕ министр. "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕнче пулнă май Алла Владимировна ГЛОНАСС (машинăсем çак вăхăтра ăçта пулнине кăтартакан ятарлă тытăм) мĕнле ĕçленипе интересленчĕ. Асăннă уйрăмри ĕçченсене пĕр-ик ыйту парсанах ку тытăм çур çул каяллах ĕçлеме пăрахни çиеле тухрĕ. Ку çитменлĕх пирки унччен пĕлни-пĕлменнине тĕп врач хăй те татăклăн татса калаймарĕ. "Патшалăх сире çакна валли ятарласа укçа уйăрса парать, эсир вара унпа тухăçлă усă курмастăр", - терĕ министр хăй кăмăлсăр пулнине пытармасăр. Малалла çул инфекци уйрăмне выртрĕ. Ку уйрăм кивĕ те тахçанах юсав ĕçĕсем ирттермен çуртра вырнаçнă. Кунта хĕрлĕчутайсемпе пĕрлех çĕмĕрлесем те сипленеççĕ. Министр пынă вăхăтра чирлисем нумаях марччĕ. Вĕсене сиплекен Елена Хораськина уйрăмри лару-тăрупа паллаштарчĕ, паянхи куна тăракан чи çивĕч ыйту кунта юсав ĕçĕсем ирттерессипе çыхăннине пытармарĕ. Алла Самойлова инфекци уйрăмĕ-пе паллашнă май çакна хăй те курса ĕненнĕрен пулăшма шантарчĕ. Иван Игнатьев тĕп врач юсав ĕçĕсене хатĕрленнĕ май пилĕк миллион çурăлăх смета тунине каларĕ. Инфекци уйрăмĕн-че тăрăшакансемпе сывпуллашнă май Алла Владимировна вĕсене малашне те хальхи пек тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Больница территорийĕпе пынă чух Алла Самойлова "васкавлă пулăшу" машинисене асăрхарĕ. Вĕсем кивелни, самай тутăхни тата тĕллĕн-тĕллĕн çĕрме те пуçлани тỹрех куçа курăнчĕ. Алла Владимировна тĕп врачран район больници "васкавлă пулăшăвăн" çĕнĕ машинисене илмелли программăна кĕнипе-кĕменнине ыйтрĕ. Тĕп врач татăклă хурав паманран ку программа пирĕн район больницин "айккипе" иртсе кайни палăрчĕ... Район больницинче пулнă хыççăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмсене çитсе курчĕ, ватăсене киле пырса пулăшасси, çынсене "ĕç ветеранĕ" ят парасси, çемьесене ача пособийĕ-семпе тивĕçтересси мĕнле пулса пынипе кăсăкланчĕ, тĕрлĕ сĕнỹ пачĕ. Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика