20 мая 2015 г.
Çăвĕпе тар юхтарса пухса илнĕ пахчаçимĕçе (маринадласа-и е типĕтсе-и унта) тата улма-çырлана сутса хресченĕн тупăш илес килет паллах. Хула çынни вара экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçпе сăйланас кăмăллă. Суту-илỹ валли майсем те пур - Шупашкарта, сăмахран, администраци ятарласа вырăнсем уйăрнă. Меллĕ ĕнтĕ, киле кайнă чухне йăпăрт кĕрсе тух кăна. Анчах та вĕсенче пахчаçимĕç е улма-çырла кăна сутма юранине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ. Лаборатори çук - эппин, какай сутма юрамасть Пĕлменнине куратăр унта аш-пăш, сĕт-турăх тата ыттине те сутакан та пур. Ку вара - административлă майпа явап тыттармалли сăлтав. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, какая ятарлă вырăнсенче (пасарта, лавккасенче) çеç сутмалла. Унта сивĕтмĕшсем пулмалли пирки асаилтермесĕ-рех паллă. Касмалли хатĕрсене çумашкăн шывпа тивĕçтермеллине те кашнинех ăнланмалла. Чи пĕлтерĕшли вара сутлăха тухиччен какая ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Тĕрĕссипе, ветеринарипе санитари экспертизин лабораторине вырнаçтарман пасарта е ытти вырăнта аш-пăш, пулă таврашĕ, сĕт-турăх сутма та юрамасть. Туянакан умне вара мĕнле ỹкерчĕк тухса тăрать-ха? Асăннă продукци вараланчăк сентресем çинчех выртать, алă е çĕçĕпе ывăс çума та майсем çук. Машинăсем çỹрекен çул патĕнчех сутнине вара мĕнле ăнлантармалла-ши?
Сутуçăсен санитари кĕнеки пурри вара - пысăк ăнăçу майлах. Кунашкал суту-илỹ хĕвеллĕ кунсенче, тĕрлĕ нăрă вĕçме тапратнă тапхăрта уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратать. Нумай чухне сутуçăсем тĕрĕслекен органсене продукци ăçтан тата унăн пахалăхĕ мĕнле пулнине ăнлантаракан пĕр документ та кăтартаймаççĕ. Йỹнĕрехпе сутакан какай вара лайăх пулнинче иккĕленме сăлтав пур. Калăпăр, выльăх чирĕсенчен уйрăмах хăрушă, пысăк тăкак кỹрекен тата питĕ хăвăрт аталанакан вирус - сыснасен Африка чуми - шăпах çапла майпа сарăлнă тĕслĕхсем те пулнă. Чирлĕ сысна какайне ытти регионсенче йỹнĕрехпе сутнă. Çапла майпа асăннă амак Чăваш Республикин территорине те çитсе шар кăтартма пултарать. Раççей территорийĕнче ирĕк паман вырăнсенче сутнă тĕслĕхсем нумайланса пынине кура Россель-хознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем рейдсем йĕркелеме тытăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен тĕп хуламăрта çак-нашкал ỹкерчĕксем унта та кунта тĕл пулаççĕ. Россельхознадзор специалисчĕ-сем çавнашкал рейдсене районсенче те ирттермеллине палăртаççĕ. Ялхуçалăх продукцийĕ ăçтан-ши? Пĕрлехи рейдсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине тепĕр самант та çирĕплетет. Астă-ватăр ĕнтĕ, пĕлтĕр август уйăхĕнчи Раççей наци интересĕсене хỹтĕлес тĕллевлĕ Пре-зидентăмăр Указĕпе килĕшỹллĕн Раççее хирĕçле санкцисем тăратнă çĕршывсенчен (АПШ-ран, ЕС çĕршывĕсенчен, Австралирен тата Норвеги Королевствин-чен) ялхуçалăх продукцине кỹрсе килме юрамасть. Кунашкал йышăну хыççăн ултавлă майпа вăл е ку продукцие пирĕн çĕршыва çитерме хăтланаççĕ. Раççее Казахстан тата Беларусь урлă аш-какай илсе килме пикеннĕ тĕслĕхсем пулнă. Схема питĕ ансат: чи малтанах тавар Белоруссири предпринимательсем патне çитет. Кун хыççăн суя предприниматель реквизичĕсене лартса санкци витĕмне лекнĕ продукци Раççей е Казахстан еннелле каять. Документсем тăрăх, сăмахран, Евросоюз продук-цине тиенĕ фурăсен Белоруссирен Казахстана Раççей урлă çитмелле. Анчах та çав грузсем палăртнă вырăна çитеймеççĕ, Раççей территорийĕнче "çухалаççĕ". Кунашкал ултавлă çулсене пỹлсе лартмашкăн асăннă çĕршывсен чиккисенче вăхăтлăх тĕрĕслев-ветеринари пункчĕсем йĕркеленĕ. Унта Россельхознадзор инспекторĕсем грузсене тĕрĕслеççĕ. Йĕрке тăрăх, груз килесси çинчен Белоруссипе Казахстанăн маларах пĕлтермелле. Вĕсене Россельхознадзорăн АРГУС тытăмне кĕртеççĕ те асăннă пунктсенче ветеринари докуменчĕсем çинче "Груза шута илнĕ" тесе штамп лартаççĕ. Çакнашкал штамп е груз çинчен АРГУС-ра нимле информаци те çук пулсан фурăсене каялла яраççĕ е тавара утилизацилеççĕ. Кунсăр пуçне маркировкăсене улăштарманнине тата тепĕр хут чĕркеменнине инспекторсем чĕркемсене уçса пăхаççĕ. Анчах та Россельхознадзор ĕçченĕсен автотранспорта чарма ирĕк çук, хăйсен ирĕкĕпе (досмотр ирт-терме е документсене тĕрĕслеттерме) чарăнакан транспорт хатĕрĕсене çеç тĕрĕслемелле. Раççей транс-порт асăрхавĕн ĕçченĕсем машинăсене чараяççĕ. Анчах та вĕсем талăкĕпех ĕçлемеççĕ-çке. Çапла майпа саккунсăр тавар Раççее çитме пултарать. Çавăнпа та пĕрлехи рейдсем ирттерес ыйту çивĕч тăрать. Саккунсăр тавар çаврăнăшне Чăваш Республикинче аталанма, вăй илме памалла мар! Йăлт хамăртан килет - суя та пахалăхсăр çимĕç туянасси е унран хăтăласси те. Аш-какая е унран хатĕр-ленĕ продукцие, сĕт е унран янтăланă тăпăрча тата хăймана, çавăн пекех пыла алран туянма çаплах шикленместĕр-и? Паллах, пĕлнĕ çын таварĕ иккĕленỹ çуратмасан та пултарать. Çапах та вăл е ку продукци тĕлĕшпе кирлĕ документсем пулсан шанчăклăрах вĕт-ха? Вĕсем чи малтанах апат-çимĕç пахалăхлă тата хăрушсăр пулнине çирĕплетеççĕ-çке.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"