22 мая 2015 г.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнине пурнăç-лас пулсан кăçалхи июльтен ял çыннисене сутакан сĕт пахалăхне кура тỹлеме тытăнмалла. Пысăк хуçалăхсем тахçанах çапла ĕçлеççĕ. Вĕсем тирпейлекен предприятисене тỹрремĕн тата нумай сутнипе пахалăха тĕрĕслеме те çăмăл. Хушма хуçалăхсенчен чĕртавар йышăннă чухне йывăртарах. Вĕсен сĕчĕ тирпейлекен предприятие çитиччен темиçе алă витĕр тухать. Нумайăшĕ сĕте йышăннă чухне тĕрĕслесе вăхăт ирттересшĕн мар. Пурне те пĕр пек тỹлени вĕсемшĕн меллĕрех-и, тен. Сĕт хакĕ пирки калас пулсан, майăн 15-мĕшĕ тĕлне районти халăхран пĕр литр сĕте 12 тенкĕпе пуçтарнă. Республикăри Улатăр (14-15 тенкĕ), Патăрьел (13-14,5), Йĕпреç (13-16), Вăрнар (13-15), Комсомольски (13-14,5), Канаш (13-15), Шăмăршă (14-16), Елчĕк (13-15) районсемпе танлаштарсан, пирĕн районти хак пĕчĕккĕ пулни аван курăнать. Çакăн пек йỹнĕ хакпах Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тата Етĕрне районĕсенче сĕт пухаççĕ. Мĕншĕн çакăн пек хаксем йĕркеленнĕ? Тен, сĕт пухакансем хăйсем каварлашса тунă? Сĕт пухакан районти сакăр предпринимательтен нихăшĕ те татса каламасть. Айăпне пурте сĕт тирпейлекенсенче тата пысăк суту-илỹ сечĕсенче кураççĕ. "Ыйтăва татса парас тесен Раççей Правительстви шайĕнче пăхса тухмалла", _ тенĕччĕ вĕсем иртнĕ ларура. Шел те, вăл та татса параймарĕ-ха.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"