АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар условийĕсенче пурăнма хатĕррине кăтартрĕç

22 мая 2015 г.

Майăн 18-19-мĕшĕсенче "Хастар" ФСК тытăмĕнче районти шкулсенчен килсе çитнĕ 15 команда - "ăмăрт кайăк чĕпписен" 6 ушкăнĕ тата "шевлесен" 9 ушкăнĕ _ 47-мĕш хут çамрăк армеецсен вăййисене пухăнчĕ. Çанталăк çумăрлă пулнине кура ăмăртусене ирттермелли вырăна улăштарма тиврĕ пулин те тупăшу çивĕч иртрĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене пухăннă ачасем хăйсем çар условийĕсенче пурăнма хатĕррине кăтартса пачĕç тата тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чи малтанах пурте хăйсем стройпа утма пĕлнине кăтартса пачĕç, командăсемпе паллаштарнă май пултарулăх конкурсне хутшăнчĕç. Çавăн пекех çамрăк армеецсемпе кадетсем теори конкурсĕнче, автомат сỹтсе тата пухса, пневматикăллă винтовкăран персе, чупса, ишсе тата ытти енĕпе вăй виçрĕç. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕпе "Зарницăра" пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕн команди тухнă, иккĕмĕшне _ Хусанушкăнь шкулĕн вĕренекенĕсем, виççĕмĕшне Тури Çĕрпỹкассипе Мишеркасси шкулĕсен ушкăнĕсем. "Орленок" вăййа хутшăннисенчен Атнар шкулĕн çамрă- кĕсене çитекенни пулман. Иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк армеецĕсем тухнă, виççĕмĕшне _ питĕркассисем. Район шайĕнче палăрнă çамрăк армеецсем республикăри вăйăсене хутшăнĕç.

Алина КАРПОВА. Фоторепортаж - редакци сайтĕнче.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика