27 мая 2015 г.
Тавралăх илемлĕрех курăнтăр тесе чылайăшĕ сад-пахчара, пỹрт тавра тĕрлĕ чечек акса-лартса ỹстерет. Чечек ешерни, паллах, лайăх, анчах вĕсем хушшинче хушăран хĕрлĕ, кĕрен мăкăнь те курăнкалать. Уйрăмах асамлă курăк çамрăксене илĕртет. Ваттисем вара унăн вăррипе усă курса тĕрлĕ çăкăр-булка изделийĕсене илемлетме кăмăллаççĕ. Хатĕррине лавккаран илме укçине шелеççĕ-ши е саккуна пăснине пĕлсех çитĕнтереççĕ? Кун пеккисем районта та çук мар. Асăннă ỹсен-тăран тытăмĕнче наркотиклă япаласем пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, çавăнпа та ăна акса ỹстерме юрамасть. Мăкăнь чечекĕн таçтан çилпе вĕçсе килсе ỹкнĕ вăрри шăтнă пулсан та ăна тĕп тумалла. Саккуна пăхăнманнисене штраф тата уголовлă явап кĕтет. Наркотиклă ỹсен-тăрансене акса тунăшăн граждансен 1500-4000 тенкĕ штраф кăларса хума тивет е вĕсене 15 кунлăха арестлĕç, юридици сăпачĕ-сен - 100 000-300 000 тенкĕ таран. А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"