27 мая 2015 г.
Çу кунĕсем çитнĕ май велосипед çухалнă тĕслĕхсем нумайланма пуçлаççĕ. Çавăнпа та инкекрен асăрханма сире çак ансат правилăсем усăллă пулĕç: - питĕрмелли ятарлă хатĕр пулсан та велосипеда подъездсенче, хăвăр çурт умĕнче çĕр каçма ан хăварăр; - темиçе минутлăха кăна пăрă-натăр пулсан та велосипеда тимлĕхсĕр ан хăварăр. Никам та асăрхаса тăраймасть-тăк ăна ятарлă питĕр-мелли çирĕпрех хатĕрпе тыттарăр; - велосипед пайĕсем çинче (урапа, рама е курăнман вырăнта) хăвăр хушамата çырăр е ытти уйăрса илмелли паллă лартăр; - хăвăр велосипед умĕнче иккĕлентерекен çынсене курсан, кам та пулин çăрана çĕмĕрнине асăрхасан полици чĕнĕр. Ăçта пымаллине пĕлтерме ан манăр; - палламан çынсене велосипеда е ытти пурлăха асăрхама ан шанăр; ярăнса илме ыйтакансенчен те асăрханăр; - хăвăр велосипедăн техника пас-портне ан çухатăр, техника хатĕрĕн сăнỹкерчĕкне те тума ан манăр. Çак йывăрах мар правилăсене пурнăçласа пырсан хăвăр пурлăха упрама пултаратăр. Велосипеда вăрă-хурахсенчен сыхласа хăварма май килмерĕ пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмне 02 е 2-11-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.
С.УЛЬЯНОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"