29 мая 2015 г.
Лайăх пурăнатпăр çав эпир халĕ, питĕ лайăх пурăнатпăр, ялта та хуларинчен кая мар - шывĕ пỹр-те кĕрет те тухать, йăлари техника кил-тĕрĕшри ĕçсене тума пулăшать... Килĕ-çурчĕсене те мĕн пек капмаррисене çĕклетпĕр, сĕтел-пуканне чаплине туянатпăр... Кун пек чухне кил таврашĕнче çỹп-çап йăванни килĕшỹллĕ-и вара? Çук, паллах. Çине тăрсах пуçтаратпăр вара кивелнĕ, çĕтĕлнĕ, юрăхсăра тухнă япаласене. Пуçтаратпăр та - çын "курман" çĕре кайса вăркăнтаратпăр. Пĕри çапла тăвать, тепри... Хайхи çырмасенче ăпăр-тапăр купи пысăклансах та пысăклансах пырать. Мĕн кăна çук пулĕ кунта! Миххи-миххипе çĕмрĕк савăт, çĕтĕк çи-пуç, кĕленче, хут... "Вăрттăн" çỹп-çап куписем çине тухса пăрахнă "накладнойсем" çынсен анкартийĕсене те вĕçсе килеççĕ иккен. Вĕçсе килнĕ хутсем çинче вара - çынсен хушамачĕсемпе ячĕсем... "Питĕ тирпейлĕ" çын кам пулни паллă та хайхи. Пỹртри, çурт таврашĕнчи ăпăр-тапăра пуçтарса çырмана пăрахни çын тирпейлĕ пулнине пĕлтерместех. Намăс пулмалла пек çутçанталăка çапла вараласа сиен кỹме. Е "намăс симĕс мар, куçа курăнмасть" теетпĕр-ши? Эпир пăрахса тултарнă япаласем сывлăша, шыва, çĕре нĕрсĕрлетеççĕ кăна мар, сиенлеççĕ те - çакăн пирки мĕншĕн шухăшламастпăр-ши? Çỹп-çапа, пухăнса кайнă кивĕ япаласене çунтарма та пулать вĕт. Паллах, кун пек чух питĕ асăрхануллă пулмалла, вут-çулăма куçран вĕçертес çук. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче йăлари хытă каяшсене ятарласа пуçтарассине те йĕркелеççĕ, ял урамĕсене контейнерсем те лартаççĕ. Анчах ку ĕç пур çĕрте те аван пурнăçланмасть пулас. Çавăнпах çырмасенче "куçа курăнман намăс куписем" пухăнса каяççĕ те... Этемĕн темĕнле пулсан та этемех пулмалла пулĕ. Пурте пĕр çĕр çинче утса çỹретпĕр, пĕр сывлăшпа сывлатпăр. Пĕр çĕрте тирпейлеме тăрăшса тепĕр çĕртине варалас марччĕ. Тасалăхĕпе илемлĕхĕ хамăршăн-çке. Чăн-чăн тирпейлĕхне те хамăрăнах тумалла.
Алина ИТТИ.
Источник: "Пирěн пурнăç"