АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ уйăх хушшинче куçать

29 мая 2015 г.

Сакăр çул хушшинче районти 798 çемье амăшĕн капиталне тивĕçнĕ. Вĕсен çурринчен ытларахăшĕ, 529 çемье, пулăшупа усă курнă ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çемьесем ытларах кил-çурт кредичĕсене саплаштарнă, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, ачасен вĕренĕвĕшĕн (вăл шутра - ача сачĕшĕн) тỹлемешкĕн усă курнă. Чылай çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 36,6 млн тенкĕ уйăрнă. Ачасене вĕрентмешкĕн пĕтĕмпе 700 пин ытла тенкĕ янă. Кăçал экономикăн йывăр тапхăрĕнче çемьесене пулăшас тĕллевпе амăшĕн капиталĕнчен 20 пин тенкине алла пама йышăннă. Асăннă суммăна илес кăмăллисен çак утăмсене тумалла: 1. Пенси фончĕн районти уйрăмне çитсе, 2-мĕш кабинета кĕрсе черет йышăнмалла, алла талон илмелле (çумра СНИЛС пулмалла). 2. Районти банк уйрăмне çитсе счет уçни çинчен калакан справка илмелле. Çумра паспорт, карточка счечĕн номерĕ пулмалла (ăна пин-код хучĕ çине çырнă). 3. Талонра кăтартнă кун (вăхăчĕ паллă) заявлени çырма каймалла. Пĕрле çак документсене илмелле: паспорт, амăшĕн капиталĕн сертификатне, СНИЛС. Унсăр пуçне паспортăн сăнỹкерчĕклĕ тата çырнă пур страницисене ксерокопи туса каймалла. 4. Пенси фончĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ сирĕн даннăйсене компьютера кĕртет, заявлени хутне кăларса парать. Сирĕн даннăйсене тĕрĕслесе алă пусмалли кăна юлать. 20 пин тенкĕ счет çине заявлени çырнă хыççăн икĕ уйăх хушшинче куçать.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика