АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаттен вилтăприйĕ - Ленинград облаçĕнче

29 мая 2015 г.

Вунă çул каяллах вăрçă хирĕнче çапăçса вилнĕ асаттене тĕлĕкре куртăм. Эпĕ ăна ун чухне унăн вилтăприне тупма сăмах патăм. Пĕлетĕр-и, эпĕ ăна пĕрре те курман. Сăн- ỹкерчĕкне те курман-çке. Интернет урлă пулăшу ыйтрăмăр, Маринăпа икĕ çул каялла тăванлăх вилтăприйĕ çине кайса куртăмăр. Маркел Михайлович Венский 285 стре-локсен дивизийĕн 1015-мĕш полкĕн стрелокĕ пулнă. 1942 çулхи августăн 31-мĕшĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Ăна Дубовик ялĕнче пытарнă. Унтан Ленинград облаçĕн-че, Киришски районĕн-чи Посадников Остров ялĕнче, тепĕр хутчен пытарнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пирĕн пысăк çĕршывра пурăнакан кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ. Пирĕн çемьерен те иртсе кайман, асаттене, Маркел Михайловича, вăрçа илсе кайнă. Пирĕн асатте 1906 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Çĕн Ирчемес ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăван ялĕнчи Прасковья Гордеевнăпа мăшăрланнă, вĕсен тăватă ача - Екатерина, Николай, Вениамин тата Петр - пулнă. Вăрçă пуçланиччен асатте тимĕрçĕре тăрăшнă, платник ĕçне лайăх пĕлнĕ, ял çыннисене валли балалайкăсем те ăсталанă. Вăл çĕкленĕ мунча, кивелсе кукăрăлнă пулсан та, паянхи кун та пахчара ларать. Çемье архитектурин палăкне çĕрпе танлаштарма камăн-ха алă йăтăнĕ. Асатте пысăк мар утар та тытнă. Вăрçăччен хăйĕн çемйи валли çĕнĕ хăтлă çурт та çĕклесе хăварнă. Асанне каласа панă тăрăх, фронта тухса кайиччен хăйĕн çемйипе çĕнĕ çуртра пурăнса курманшăн питĕ хурланнă вăл. Вăрçă пуçланнă çул Петя çулталăкра кăна пулнă. Асаттене Хĕрлĕ Чутайри çар комисса-риатĕнчен фронта янă. Вăл ун чухне 35-ре пулнă, Ленинградри фронта, 285 стрелоксен дивизийĕн 1015-мĕш полкне, лекнĕ. Асатте Ленинград облаçĕнчи Киришски районĕнче пынă хаяр çапăçусене хутшăннă.1942 çулхи çуркунне тĕлне вăл чĕрĕ пулнă. Анчах та тепĕр темиçе уйăхран, августăн 31-мĕшĕнче, ăна Дубовик ялĕ çывăхĕнче вĕлернĕ. Эпир 285 стрелоксен дивизийĕн 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 4-мĕшĕччен вилнĕ салтаксен списокне тупма пултартăмăр. Унта августăн 31-мĕшĕнче ултă çын вилни паллă. Вĕсем хушшинче пирĕн асаттен хушамачĕ те пур. Çапăçура вилнисен тăванлăх вилтăприйĕ 2013 çулхи майăн 9-мĕшĕнче çĕршыври чылай халăха пухрĕ. Кашни çемьен чуна хумхантаракан историне итлесен куççуле ниепле те пытараймарăмăр. Эпир пурте, тăванлăх вилтăприйĕ çине пуç тайма килнисем, пĕр кун хушшинчех, пĕрре тĕл пулсах туслашрăмăр. Сăмахсăрах паллă _ пирĕн асаттесем пĕр çĕр çинчех тăшмана хирĕç пĕрле çапăçнă, Ленинград çĕрĕн кашни лаптăкне пĕрле хỹтĕленĕ, пĕрле вилнĕ...

Марина АНДРЕЕВА тата Эсфира ВЕНСКАЯ, Маркел Михайловичăн мăнукĕсем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика