АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен прависене хỹтĕлесси - тĕп вырăнта

29 мая 2015 г.

 Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ преступленисенче асап тỹснĕ ачасен прависене хỹтĕ-лес енĕпе ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Следстви ĕç-хĕлĕнче ачасен, çул çитмен çамрăксен прависене хỹтĕлесси тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Вĕсемпе çыхăннă преступленисене пысăк квалификациллĕ следовательсем тĕпчеççĕ, уçса параççĕ. Ачасен прависене тата саккунлă интересĕсене хỹтĕлессине пурнăçлас енĕпе следстви управленийĕ тĕрлĕ ведомствăсемпе килĕшỹ туса ĕçлет. Акă, 2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче республикăри следстви управленийĕ ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисемпе тата Чăваш Енри Ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕпе тăватă енлĕ килĕшỹ турĕ. Унта ачасемпе, çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, усал ĕç тăвассинчен асăрхаттарас, тĕпчес тĕлĕшре тачă çыхăнса ĕçлемелли майсене аван кăтартнă. Иртнĕ çул следстви управленийĕ çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе 179 уголовлă ĕç пуçарса производствăна йышăнчĕ, кăçал - 54 уголовлă ĕç. Статистика тăрăх, 2014 çулта преступленисене пула çулталăка çитмен 13 ача, çулталăкран пуçласа 14 çулчченхи 88 ача, 14-17 çулхисем 72-ĕн хур курнă. Ачасемпе çыхăннă преступленисене следстви управленийĕ пысăк тимлĕх уйăрать, çак тĕллевпех "Ача хăрушлăхра" тỹрĕ телефон линине ĕçе ячĕ. Телефон номерĕ: 8 (8352) 45-23-99. Çак номерпе граждансем ачасен прависемпе интересĕсене пăсни пирки шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Йышăннă ыйтусене тĕплĕ тишкерсе хурав паратпăр. Следстви управленийĕ юлашки икĕ çулта тĕпченĕ хăрушă та тискер преступленисенчен пĕри - кăçал март уйăхĕнче Тутар Республикинче пурăнакан арçын 11 çулхи хĕрачана мăшкăлласа вĕлерни. Преступник шкултан таврăнакан хĕрачана киле çитерсе хăваратăп тесе вăрман посадкине суйса лартса кайнă, мăшкăлласа вĕлернĕ, унтан шăтăк чавса пытарса хунă. Тепĕр преступлени - Комсомольски районĕн-чи пĕр вĕрентекен пирки. Вăл кĕçĕн классенче вĕренекенсене саккуна пăсса "воспитани" панă. Çавăн пекех Çĕрпỹ хула çынни ачасем тĕлĕшпе тунă 32 эпизодлă преступление те тишкерсе уçса пама, преступника тытса чарма май килчĕ.

РФ СК Чăваш Енри следстви управленийĕн пресс-служби.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика