29 мая 2015 г.
Эмел пире кăна мар, тăватă ураллă тусăмăрсене те сыватасса-сиплессе кĕтетпĕр. Анчах та вĕсенчен уссинчен ытла шар курассинчен асăрхануллă пулмаллине асаилтереççĕ ветеринари специалисчĕ-сем. Россельхознадзор ветеринарире усă курмалли эмелсене тĕрĕсленĕ май регистрацилемен препаратсем тупса палăртнă. Çав шутра: "Бизол" ХАО кăларнă - "Байтрил" (10 процентли), "Бутокс" (5 процентли), "Гидро Рекс Витал", "Колмикс-Е", "Лозеваль"; "Элтос" НПО кăларнă - "Бипин"; "БиАгро" суту-илỹ çурчĕ" ТЯО кăларнă - "Мастисан-А"; "Альтернатива" ТЯО кăларнă "Бивар" ятлă эмелсем. Регистрацилемен ку йышши тавар сывлăхшăн хăрушă пулма пултарасси паллă, мĕншĕн тесен вĕсем ятарлă тĕпчев витĕр тухман. Сăмах май, Чăваш Енре регистрацилемен препаратсем пĕлтĕр те куç тĕлне пулнă. Çав шутра "Рыбий жир" ("Мурманский завод рыбных жиров" ТЯО), "Присыпка Эдисс" ("Оренбургзооветснаб"), "Метразол 125" ("БиАгро" суту-илỹ çурчĕ" ТЯО), "Бен-зилпенициллина натриевая соль" ("БиоХимФарм" ТЯО), "Энрофлоксацин" тата "Кокцидиовит", "Фура-золидон", "Авимицин-10", "Ветрококс", "Тетрамизол", "Эриприм" ("БиоТЭП" ТЯО). Асăннă препарат-сене ятарлă организацире тĕп тунă. Пĕлтĕр лицензи тĕлĕш-пе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем 15 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Ад-министративлă йĕрке пăс-ни çинчен 5 ĕç пуçарма сăлтав пулнă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнче сутуçăн сертификат тата квалификаци ỹстернине çирĕплетекен документ пулман. Муркаш районĕн-че вара фармацевтика ĕç-хĕлĕпе аппаланма чарăнни пирки лицензи панă органа пĕлтермен, çакă вара "Хăш-пĕр ĕç-хĕ-ле лицензилесси çинчен" 99-мĕш саккунăн 20-мĕш статйин 14-мĕш пунктне пăсни пулать. Кăçалхи тĕрĕслевсем те аптекăсенче çитменлĕх-сем пуррине çирĕплетеççĕ. Пĕр общество уçнă аптекăсен пỹлĕмĕсем тата хатĕрĕсем кирлĕ требованисемпе килĕшсе тăманран лицензие тăсма май килмен. 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра выльăх тата чĕрчунсем валли эмелсем сутакан 112 аптека учреж-денийĕ шутланнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"