03 июня 2015 г.
Кив Атикасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн майăн 29-мĕшĕ савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ - çак кун Анат Çĕрпỹкассинче тата Иккĕмĕш Хурашашра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç. Ял халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов,ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин консультанчĕ Евгений Салмин, район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç. Фельдшерпа акушер пункчĕсене уçнă çĕре халăх йышлă пухăнчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем асăннă ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене туса пĕтерессине питĕ кĕтни, ĕмĕт тинех пурнăçланни пирки каларĕç. Ку тăрăхра пурăнакансене район больницине çỹреме çывăх мар, çавăнпа та халĕ çĕнĕ ФАП-сем ĕçлеме тытăнни питĕ меллĕ. Палăртмалла, Анат Çĕрпỹкассинчи фельдшер пункчĕ çак ялти тата Акташри 250 яхăн çын сывлăхĕшĕн тăрăшĕ, Иккĕмĕш Хурашашри вара - 500 яхăн çын сывлăхĕшĕн. Асаилтеретпĕр, республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн указĕпе пирĕн республикăра 100 ФАП тума палăртнă, çак ĕçе кăçал вĕçлемелле. Пирĕн районта паянхи куна пурĕ тăватă ФАП хута кайрĕ, тата иккĕшĕ - Çĕн Ирчемесре тата Тихăнушкăнче - çитес вăхăтра уçăлмалла.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"