03 июня 2015 г.
Раççейри ялхуçалăх çыравне районта хатĕр-ленме тытăннă та ĕнтĕ. Çак тĕллевпех июнĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн-че çырава хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Комисси ялхуçалăх çыравне ирттермелли йĕркене тишкернĕ. Чăвашстатăн районти ертсе пыракан спе-циалисчĕ Наталья Чишкина палăртнă тăрăх, çырава хатĕрленсе кăçалах нумай тата йывăр ĕçсем пурнăçлама тивет. Ку ĕçсен шутне çырав объекчĕсене палăртасси тата пур даннăйсене актуали-зацилесси кĕрет. Сведенисем пухас тĕлĕшре ялхуçалăх таварĕ туса илекенсен катего-рийĕсене кура (ялхуçалăх организацийĕсем, хресченпе фермер хуçалăхĕсем, уй-рăм хушма хуçалăхсем, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсем) çырав хучĕсен темиçе формипе те усă курĕç. Çырав хучĕ-сем çине çĕрпе мĕнле усă курнине, ялхуçалăх культурисен тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк шутне, ялхуçалăх продукчĕсене сутса услам илнине тата 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи ытти кăтартусене те палăртĕç. Çакă пĕтĕмпех ялхуçа-лăхĕнчи пĕтĕмĕшле ỹкерчĕке курма, лару-тăрăва уçăмлатма май парĕ. - Ялхуçалăх çыравне пирĕн пысăк яваплăхпа хатĕрленсе ирттермелле. Çырав вăхăтĕнче пухнă цифрăсем ялхуçалăх ата-ланăвне планламалли никĕсе вырнаçĕç, мĕнле ĕçлемеллине кăтартса парĕç, - тенĕ район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ, ко-мисси председателĕ Александр Башкиров ларăва пĕтĕмлетсе.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"