03 июня 2015 г.
Хăй вăхăтĕнче пирĕн районта пурĕ те икĕ вăтам шкул пулнă: Хĕрлĕ Чутайра тата Штанашра. Штанашри шкула вăрман леш енчи ялсенчи, кỹршĕри Етĕрне, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенчи ачасем вăтам пĕлỹ илме çỹренĕ. Штанашри вăтам шкултан чылай çыравçă вĕренсе тухнă: Элĕк районĕн-чи Тури Вылта çуралса ỹснĕ чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев, Етĕрне районĕнчи Мăн Ямашри Виссарион Синичкин, Иккĕмĕш Хурашашри Розин Ярандай, Кăмашари Галина Лосева, Тихăнушкăнчи пĕртăван Александр Угольниковпа Яков Угольников. Литература çулталăкĕнче пурăннă май Яков Артемьевич Угольников пирки чарăнса тăрасшăн. Вăл 1937 çулта Тихăнушкăнь ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ, Артем Ильич Угольников, хăй вăхăтĕнче хутла пĕлнĕ çын шутланнă, колхозра бригадирта та ĕçленĕ, ăна колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ пулма та суйланă. Яков Угольников вăрçă пуçланнă чухне тăватă çулта пулнă. Вăл хăйĕн ашшĕне кăшт çеç астăвать, ашшĕ вăрçăран пурĕ те 9 çыру кăна яма ĕлкĕрнĕ. Яков ялти пуçламăш, Хурашашри 8 çул вĕренмелли, унтан Штанашри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1955 çулта Чулхула облаçĕнчи Горбатовкăри механизаци училищинчен вĕренсе тухнă, çулталăкран Саратов хулине стройкăна ĕçе вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах Саратоври патшалăх университечĕн истори факультетне куçăмсăр майпа пĕтернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутайра райком партинче, унтан пĕр вăхăт райпотребсоюз председателĕнче ĕçленĕ. Унтан каялла Саратов облаçне куçса кайнă. Çавăнтанпа Яков Угольников Саратов облаçĕнчи Степное поселокра пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа Яков Артемьевич таврари историе тĕпчес енĕпе шыравра. Вăл пурăнакан вырăнта нимĕçсем унччен те пурăннă, вăрçă вăхăтĕнче те Украинăри нимĕçсене кунта куçарса килнĕ. - Вĕсен пурнăçĕпе никамах та интересленмен, çавăнпа та эпĕ хам çырнă материалсене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăларма шутларăм, - тет Яков Артемьевич. Вăл ултă кĕнеке авторĕ. Пĕрремĕш кĕнеки "История поселка Советское в документах и воспоминаниях" 2007 çулта Саратов хулинче кун çути курнă. Унсăр пуçне вăл Советское, Пушкино поселокĕ-сем пирки, районти паллă çынсем çинчен "Ими гордится район" историллĕ кĕнекесем, Социализмла Ĕç Геройĕ М.А.Лапин пирки "Патриот" кĕнекесем пичетлесе кăларнă. 2014 çул вĕçĕнче "Улицы поселка Степное" кĕнеке кун çути курнă. Яков Артемьевич Чутай тăрăхне, хăй çуралса ỹснĕ Тихăнушкăнь ялне нихăçан та манса каймасть, интернетра район хыпарĕ-семпе паллашсах тăрать. Эпир унпа темиçе çул хушши çыру çỹрететпĕр. "Штанашский край" кĕнеке кăларма шутланине пĕлсен вăл мана хăй çырнă "История поселка Советское в документах и воспоминаниях" кĕнекене ярса пачĕ, кĕнеке çырассипе чылай паха сĕнỹ парса пулăшрĕ.
Галина ЗОТОВА, Штанаш ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"