05 июня 2015 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта "Чебоксары Арена" Пăр керменне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, виçĕ хутчен Олимп чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейĕн хоккей федерацийĕн Президенчĕ Владислав Третьяк, Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, пăр çинче эрешлесе ярăнас енĕпе икĕ хутчен тĕнче чемпионки, çичĕ хутчен Европа чемпионки, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Слуцкая тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Нумай функциллĕ Пăр керменне уçнă çĕре халăх питĕ йышлă пухăнчĕ. Чи малтанах пурте кермен умĕнче иртекен концерта курса савăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссене хутшăнчĕç, супăнь хăмписен шоуне курса тĕлĕнчĕç, асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç. Тултан питĕ мăнаçлăн курăнса ларакан Пăр керменне шала кĕрсен малтанласа çухалса кайма та пулать. Çичĕ пин çурă куракана вырнаçтараканскер Континентри хоккей лиги ыйтнипе килĕшсе тăрать: кунта каток, хывăнса тăхăнмалли, душ кĕмелли, тренировкăсем ирттермелли тата ытти пỹлĕмсем пур, çавăн пекех - хальхи йышши конференц-зал, кафе, çĕр айĕнчи стоянка. Уявăн савăнăçлă пайĕ пирĕн республикăра пăр çинче эрешлесе ярăнма, хоккейла выляма, шорт-трек енĕпе ăмăртма пултаракан ачасем пуррине кăтартса пачĕ. Вĕсем пурте пăр çине тухса хăйсен пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Çакăнтах чăваш тумлĕ пикесем коньки çине тăни те кăмăла кайрĕ. Сумлă хăнасем салам сăмахĕ-семпе пĕрле Чăваш Енре асăннă спорт тĕсĕсене аталантарма халĕ пур майсем те пулнине каларĕç. Ку чăнах та çапла, ỹркенмелле мар кăна. Пресс-конференци вăхăтĕнче Владислав Третьякран вăл спортри пысăк çитĕнỹ-сене мĕнле майпа тума пултарни çинчен, çамрăк спортсменсене мĕнле сĕнỹ пама пултарнине ыйтсан çапла хуравларĕ: "Спортра çитĕнỹ тума шутлакан ачасен чи малтан ашшĕ-амăшне хăйсене спорт секцине çырăнтарма ыйтмалла, аслисен ачисемшĕн ку енĕпе тĕрев пулмалла". Ирина Слуцкая вара, республика ертỹçисем хирĕç пулмасан тата пулăшсан, пăр çинче эрешлесе ярăнас енĕпе Шупашкарта спорт шкулĕ уçма шантарчĕ. "Манăн кун пек шкулсем Иваново тата Подольск хулисенче пур ĕнтĕ, _ терĕ Ирина Эдуардовна. - Сирĕн патра та спортра пысăк çитĕнỹ-сем тума пултаракан талантлă ачасем пуррине ĕненетĕп эпĕ". Пăр тенĕрен, вăл питĕ сивĕ те питĕ яка иккен - ун çинче асăрхануллă пулмасан самантрах çаврăнса ỹкме те пулать. Хальччен пăр çине тухса курман эпĕ, коньки çине те нихăçан та тăман, анчах та май килсен чаплă Пăр керменĕн катокĕ çине коньки тăхăнса тухса пăхма пĕрре те хирĕç мар (сумлă хăнасем хăю каснине сăн ỹкерме пăр çине тухма тиврĕ-ха, анчах конькипе мар çав...). Пăр керменне уçнă ятпа Санкт-Петербургри фигуристсем лартса панă "Алиса в стране чудес" шоу та питĕ килĕшрĕ. Пăр çинче кăтартнă юмахăн ролĕсенчен пĕринче Олимп чемпионки Елена Бережная пулчĕ. Вулаканăмăрсене вара Шупаш-карти Пăр керменне май тупса çитсе курма сĕнетĕп. Кунта малашне пăр çинчи спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ йышши форумсемпе куравсем, концертсемпе шоу-программăсем ирт-терме палăртаççĕ.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"