АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк инкеке ан çаврăнтăр

05 июня 2015 г.

Кĕтнĕ çулла çитнине систер-се юлашки кунсенче сар хĕвел хытах пĕçертрĕ. Çанталăк ăшă тăни лайăх-ха: çаран çине тухнă выльăх валли тата хĕл каçмашкăн утă янтлама акнă курăк çитĕнет, пахчаçимĕç лайăх ỹсет, аслисем тата ача-пăча шыва кĕрсе киленет... Анчах та пирĕн, аслисен, шăрăх çанталăк инкек ан кỹтĕр тесен питĕ сыхă пулмалла. Асăрханмалли сăл-тавĕ вара чылай! Шыва кĕме кайнă ачасем пут-са вилесрен питĕ хăрамалла. Çавăнпа та вĕсене лайăх пĕлмен тата çак тĕллевпе ятарласа уйăрман вырăнсенче шыва кĕме юраманни пирки асăрхаттарсах тăмалла. Çывăхра аслисем сăна-са тăрсан тата лайăхрах. Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра йывăр ĕçсене пурнăçлама тăхта-са тăни те ытлашши пулмĕ. Сывлăх хаклăрах пулнине ан ма-нăр. Çав ĕçе сулхăнлатсан та тума пулĕ, хăвăра упрас тĕллев малта пултăр. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, хĕвел хытă хĕртнипе самăр çынсем, эндокрин чирĕ-семпе нушаланакансем, эрехпе туслисем, пĕчĕк ачасем, аслă ăру çыннисем тата шăрăх çанталăка хăнăхманнисем (çурçĕр районĕ-сенчен кăнтăра килнисем) ыт-ларах аптăраççĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе чирлекен-сен хăйсен юн пусăмне тĕрĕс-лесех тăмалла. Шăрăх кун вăрмана кайсан та сыхăлăх пирки пĕр çеккунтлăх та манмалла мар. Кун пек вăхăтра кăвайт чĕртме юрамасть! Акă республика территорийĕн-че май уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç çирĕп режим туса хунă. Çакă ахальтен мар. Шăрăх çанталăкра пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк-çке. Çавăнпа та вăрманта пулнă чухне сỹнтермен пирус тĕпне те пăрахмалла мар, тимлĕ пулманнине пула пысăк инкек тухма пултарать. Юлашки çул-сенче тĕрлĕ çĕрте вăрмансен пысăк лаптăкĕ çунни сахал мар пулчĕ. Çутçанталăк пуянлăхĕ çын асăрханусăрлăхне пула ахаль те сахал мар сиен курать. Шăрăх çанталăк инкек ан кỹтĕр тесен пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, хĕвел питтинче ĕçлемелле маррине ас-рах тытасчĕ. Кунсăр пуçне пĕчĕк ачасем уçнă чỹречесенчен тухса ỹкесрен, шывра путса вилесрен асăрханасчĕ.

Редактор тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Мидакова.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика