05 июня 2015 г.
Самолетпа çул çỹресси пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăчĕ. Кашни кунах кам та пулин çак транспорта суйласа илет. Чи пахи _ хаклă вăхăта перекетлени. Федерацин Атăлçи округĕнчи авиацине аталантармалли пилотлă проектпа килĕшỹллĕн халĕ Шупашкартан самолетпа Мускава, Симфе-рополе, Анталие, Санкт-Петербурга çитме пулать. Июнь пуçламăшĕнчех акă "Мускав - Шупашкар" çĕнĕ авиарейс уçăлнă. Ку авиарейс Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, "ЮТэйр" авиакомпанин регион директорĕ Николай Гаврилов çине тăнипе уçăлнă. ATR 72 самолет шанчăклă, ăна Францире туса кăларнă. Билетăн чи йỹнĕ хакĕ _ 1990 тенкĕ. Пуйăс билечĕн хакĕнчен сахалрах тỹлемелле, палăртнă çĕре темиçе хут хăвăртрах илсе çитерет. "Мускав - Шупашкар" çĕнĕ авиарейс уçăлнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. _ Патшалăх политики _ халăха çул çỹреме майсем туса парасси. Мĕнле транспортпа çỹресси _ кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Çынсем ытларах самолетпа вĕçме кăмăллаççĕ. Унта автобусри е пуйăсри пек нумай вăхăт пулмастăн, кирлĕ çĕре хăвăрт çитетĕн. Экспертсем сывлăш транспорчĕ чи хăрушсăр пулнине палăртаççĕ. Çĕнĕ маршрут уçăлни спорт аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ иртет. Республика тĕп хулине çитме спортсменсене те меллĕ пулать, - тенĕ Михаил Васильевич.
Источник: "Пирěн пурнăç"