АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхлă путевкăсемпе - лагере

05 июня 2015 г.

Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ял тăрăхĕсенчи çемьесемпе тачă çыхăну тытать, май пур таран пулăшу кỹме тăрăшать. Июнĕн 1-мĕшĕнче центр специалисчĕсем социаллă категорие кĕрекен çемьесенчи ачасемпе "Асамлă çулла, телейлĕ ачалăх..." ырăлăх урокне ирттернĕ. Вĕсем Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа, каникул пуçланнă ятпа саламланă. Çав кунах опекунсен çемйисенчи 3 ачана тата сахал тупăшлă, нумай ачаллă, социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесенчи пĕрер ачана (пурĕ ултă ачана) çăмăллăхлă путевкăсемпе сывлăха çирĕплетмелли "Хĕвел" лагере ăсатнă. Лагерьти пĕрремĕш смена июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен пырĕ. Раиса Петровна Орлова, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ: _ Ачасене лагере ытти çулхи пекех центр транспорчĕ-пе леçсе ятăмăр. Вĕсене лагерьте лайăх канса, сывлăха çирĕплетсе каялла тулли кăмăлпа таврăнма сунтăмăр. Иккĕмĕш сменăна (июнĕн 24-мĕ-шĕнчен пуçланса июлĕн 14-мĕшĕнче вĕçленет) вара районти тăхăр ача кайĕ: виççĕшĕ "Созвездие", улттăшĕ "Хĕвел" лагерьсенче канĕç. А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика