05 июня 2015 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Рес-публикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин тухăçлăхне тата çĕр участокĕсемпе мĕнле усă курнине хаклакан ĕçлĕ ушкăн пухăннă. Хальхи вăхăтра республикăра 10357 нумай ачаллă (18 çула çитмен виçĕ е ытларах ачаллă) çемье пурăнать. Юлашки тăватă çулта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче çĕре тивĕçмешкĕн учета тăнă нумай ачаллă çемьесен хисепĕ тăватă хут ỹс-нĕ. Çапла кашни иккĕмĕш çемье çĕр илес тĕллевлĕ. Хăш-пĕр районсенче учета тăнă нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Пирĕн районта та кăтарту лайăх, çĕрпе тивĕçтересси 80 процентран та иртет. Хальхи вăхăт тĕлне черете тăнă 40 ытла çемье тỹлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕринпе курса калаçрăмăр та эпир.
Туктамăшри нумай ача амăшĕ Н.Петрова:
- Çĕр участокне пирĕн çемьене май уйăхĕнче уйăрса пачĕç. Вырăнĕ лайăх, эпир кăмăллă. Анчах хальлĕхе унта нимĕнле коммуникаци те çук, çавăнпа строительство ĕçĕсене пуçăнма тăхтаса тăратпăр. Çутă çитсенех ĕçе тытăнма пулĕ. Унсăрăн ĕçлеме майсем çукрах. Хальлĕхе малашлăх планĕ-сене палăртатпăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"