05 июня 2015 г.
Ман шутпа, кашни çын çĕр çине хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма килет. Çакă пуринчен те пулмасть, паллах. Анчах ĕмĕр тăршшĕпе тăван тăрăхшăн тар тăкса ĕçлекен çыннăн пурнăçĕнче тунă ĕçĕсене каялла пăхса асаилмелĕх, курса савăнмалăх пур-тăк вăл çак çут тĕнчере ахаль пурăнмасть. Çакăн йышши çынсен шутне кĕрет те Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан Иван Никифоров. Çутçанталăкшăн, тăван тăрăхшăн, халăх ырлăхĕшĕн чунпа-варпа çунасси унăн юнĕнче чупать. Нумаях пулмасть манăн унпа, 34 çул пĕр улшăнмасăр район Пухăвĕн депутачĕ пулнă, хальхи вăхăтра Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕпе, тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ.Иван Никифоровичăн асаилмелли тата кăтартмалли пайтах. Çамрăк чух биологи учителĕ пулас тесе вăл педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Анчах шăпа тени ĕç-хĕлне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă, чунĕпе вара вăл хăйне биолог тесе шутлать. Нумай курнă, нумай ĕçленĕ районти паллă çыннăн шухăшĕ тарăн, сăмахĕсем витĕмлĕ, ĕçĕсем курăмлă. Калаçу Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалласа йывăçсем лартасси пирки пычĕ. Ку тема çутçанталăка юратаканшăн уйрăмах çывăх. Иван Никифоровича итленĕ май ирĕксĕрех тăван тавралăх ытамне путрăм, куç умне кинори кадрсем евĕр каш кашласа ларакан хыр вăрманĕ, сĕрлекен колхоз утарĕ, шур çеçкери улмуççи сачĕ тухса тăчĕ. Çакăн пек илемлĕ вырăнсем кашни çын чĕринчех пулмалла, хамăр тăрăха пирĕн те пĕлмелле, юратмалла, пулăшмалла, аслисенчен вĕренсе пымалла...
"Çĕнтерỹ паркĕсем"
Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса йывăç лартса хăварас ĕç Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче 1978-1979 çулсенчех пуçланнă. Чи пĕрремĕш хут 1980 çулта Сĕнтĕкçырми ялĕнче клуб тавра 4 гектар йышăнакан лаптăкра чăрăшсем, улмуççисем лартнă. Çак ырă ĕçе пуçараканĕ Иван Никифоров (ун чух партком секретарĕ) пулнă, пуçарăва колхоз правленийĕ ырласа йышăннă. Йывăçсем лартас ĕçе Хусанушкăнь шкулĕнче вĕрене-кенсем, ял Кана-шĕн, колхоз ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Иван Никифорович йы-вăç лартма вăрçă участникĕсем тух-нине те паянхи кун пекех астăвать: икĕ хут Мухтав орденĕн кавалерĕ Иван Осипович Степкин, Хĕрлĕ çăлтăр орден кавалерĕ Сергей Ефимович Андреев, Василий Егорович Ванюшкин тата ыттисем (вĕсем халĕ çук ĕнтĕ, ялта пĕр ветеран та юлман). Унсăр пуçне ун чухнехи Ленин ячĕллĕ кохозăн профком председателĕ, Тихăнушкăнчи Порфирий Волков, Хусанушкăнь шкул директорĕ Геннадий Кочетков, вăрман хуçалăхĕн бригади пысăк пулăшу панă. Ун чухне пысăк хавхаланупа лартнă йывăçсен паркне Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 35 çул çитнине халалланă. Халĕ вара ку вырăнта чăн вăрман йĕркеленнĕ. Анчах хыр вăрманне çитсе курнă май, лайăххипе пĕрлех чуна ыраттараканни те пулчĕ: чăрăшсем ларакан çырмана ăпăр-тапăр тăкса тăраççĕ, кун пек пулсан çитес çулсенче кунта чăн-чăн çỹп-çап вырăнĕ пулса каять. Çавăн пекех çырмари пĕве пуçĕнче те çын алли çитменни сисĕнет, ăна çирĕплетекен те çук. Хусанушкăнче пурăнакан Валентин Харитонов 4 гектар йышăнакан парк ятне йывăçран касса илемлетнĕ пулнă. Çулсем иртнĕ май юпа çĕрĕшсе ỹкме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хальхи çĕнĕ вывеска ячĕшĕн çеç пулни куçкĕрет, çитменнине çын курман çĕрте çакăнса тăрать. Ун çине вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалланă Çĕнтерỹ паркĕ тесе çырнипе ял тăрăхĕн депутачĕ Иван Ники-форович килĕшсех каймасть. Чăннипе вара, йывăçсене вилнисен ячĕпе кăна мар, вăрçа хутшăннисене пурне те чысласа лартнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ (депутат унта ыйтупа тухнă пулин те) парк ятне çĕнĕрен çырма, парка йĕркене кĕртме алă та, укçа та çитереймест.
"Улмуççи сачĕ илĕртнипе..."
Иван Никифорович хăй вăхăтĕнче отпуск-ра е каннă чух çĕршывăн кăнтăр районĕ-сенче пĕрре мар пулнă. Унти урамсенче улмуççисем çимĕç парса ларнине, çавăн пекех Штанашри Иван Коннов пĕрремĕш ракетчик килĕ умĕнче улмуççи йывăççисене курсан çутă ĕмĕт çуралнă: тăван ял урамĕ-сенче улмуççи йывăççисем лартасси. Яла _ илем, çынсене усă кỹрĕ, тенĕ. Шутланă - тунă, халăх хирĕç пулман. Кăна та Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 35 çитнине халалланă. - Тĕллеве пурнăçлас тесе эпир Çĕрпỹ тата Патăрьел районĕсенчи питомниксенчен хунавсем илсе килме палăртнăччĕ. Анчах çĕнĕ 1979 çул умĕнхи хĕллехи каçсем питĕ сивĕ пулнăран питомниксенчи çамрăк йывăçсем те шăнса кайнă иккен. Çапах та ĕмĕте ку та хуçаймарĕ, улмуççи йывăççисене çывăхри вăрмантан тупса кăларса килсе лартрăмăр. Кашни йывăç йĕри-тавра выльăх аркатасран штакетникран карта тытрăмăр. Улмуççи çитменнисем чăрăшсем лартрĕç. Каярахпа улма йывăççисене пурне те тутлă сортлă улмуççисемпе сыпса тухрăмăр. Артемий Тихонович Задонский вăрçă участникĕ, Степан Иванович Иванов тыл ĕçченĕ улмуççисене сыпма пулăшрĕç. Çапла виçĕ урам халăх тăрăшнипе улмуççиллĕ пулчĕ. Ял варринчи палăк икĕ енĕпе мăшăрпа иксĕмĕр 2 улмуççи лартрăмăр. Манăн хамăн кил умĕнче 5 улмуççи йывăççи ларать. Пĕр йывăç çинче, сăмахран, темиçе сорт пан- улми пулать. Вăл пулнă çулсенче иртен-çỹ-рен тутлă панулми çисе киленет, никама та чармастăп, _ каласа парать çутçанталăк тусĕ. Шел те, иртнĕ çул кĕркуннехи пăрлă çумăр йывăç-сене чылай сиен кỹчĕ, хуçса-авса пĕтерчĕ. Шар курнă йывăçсене çынсем тĕппипех каскаларĕç. Анчах вĕсем вырăнне нумайăшĕ йывăç лартма васкамасть. Çав хушăрах йывăçсене лайăх пăхса усракансем те пур: И.А.Кудряшов, В.А.Кудряшов, Л.В. Медведев, С.И.Иванов, В.Ф.Яковлев, В.А. Гомелев, В.А.Скворцов, С.И.Тумандейкина, Ю.П.Каратаев тата ыттисем.
"Шупуç" çакăнтан пуçланать
1981 çулта Иван Никифоровича "Марксист" колхоз председателĕ пулма шаннă. 10 çула яхăн ĕçленĕ вăл унта. Ялхуçалăх ыйтăвĕсене татса панипе пĕрлех çутçанталăкшăн тăрăшма та пăрахман вăл, çĕр эрозийĕпе кĕрешме тытăннă. Çак ĕç "Шупуç" (шыв пуçламăшĕ) текен çырма-çатраллă, çăлкуç тапса тăракан вырăнтан пуçланнă. Çăлкуç вырăнĕн-че тараса тунă пулнă. Ăна халĕ йывăç-курăк пусса илнĕ, çăл ани чалăшса кайнă. Кив Атикассинче ун чух 13 гектар лаптăкра чăрăшсем, хурăнсем лартнă, улмуççи сачĕ йĕркеленĕ, кунтах колхоз утарне куçарнă, виçĕ пысăк пĕве картланă. Хăйне евĕр парка Кив Атикасси ял тăрăхĕн территорийĕнчен вăрçа кайнисене асăнса хывнă. Валентин Харитонов ăстаçă парк ятне илемлĕн йывăç çине эрешлесе çырнă, вăл халĕ те аванах курăнса тăрать. "Парка халăхра "Никифоров вăрманĕ" теççĕ. Пытармастăп, çакăншăн чун савăнать", - тет пуçаруçă. Пĕтĕм çырмасенче, çул хĕррисемпе йывăçсем лартнă. Çак пархатарлă ĕçре Т.И.Ельцов, В.В.Улянды, Н.М.Ярусов, Н.А.Максимов бригадирсем, Г.А.Стеклов лесничи нумай тăрăшнă. Вăл вăхăтра халăх тăрăшнипе пурĕ 21 пĕвене çĕнетсе тасатнă, юшкăн тăприне уя турттарнă. Упукушкăнь ялĕ тĕлĕпе, Штанашка юхса иртнĕ вырăнта, плотина туса ĕçе янă. Плотина урлă Упукушкăнь больницине çитме бетон плитаран çул сарнă, Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн кил-çурчĕ таранах. Çулĕ те, плотини те халĕ те çирĕп пулни савăнтарать. 140 гектар лаптăк çинче çĕре шăвармалли тытăм тунă.
Хăй вăхăтĕнче Иван Никифорович юхăннă "Марксист" хуçалăха çирĕп аталану çулĕ çине кăларма пултарнă (9 çул хушшинче пурлăхпа техника никĕсĕ 3 хут ытла ỹснĕ. Кашни çын пуçне туса илекен продукци калăпăшĕ 252 процент таран хăпарнă. 100 га çĕр пуçне аш-какай 169 процент, сĕт 70 процент ытларах туса илме тытăннă). Унчченхи ертỹçĕне колхоз арканса пĕтни те, çынсем çутçанталăка варалани те пăшăрхантарать. Çăкăр завочĕ вырăнĕнче шăматкунсерен пасар иртет. Суту-илỹ хыççăн çỹп-çапа, ăпăр-тапăра хыр вăрманне пăрахса варалаççĕ. Колхозăн машинăпа трактор паркĕн вырăнĕ çĕрпе танлашнă, витĕр çил вĕрет. "Иртсе çỹренĕ чух хамăр лартнă йывăçсене курса савăнма май килни çеç кăмăла çĕклет", - тет ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Иван Никифоров. 1983 çулта "Марксист" колхозра çĕр эрозийĕпе кĕрешес темăпа пысăк мероприяти иртнĕ, ку тăрăхра туса ирттернĕ ĕçсемпе, опытпа паллашма ытти çĕртен те çынсем пухăннă, кунта туса ирттернĕ ĕçсене пăхса çаврăннă. Çав çулах Иван Никифоровича эрозипе кĕрешес ĕçре ăнăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Иван Никифоров "Свобода" колхоз председателĕнче вăй хунă чух Хурашаш шывĕ çинче тепĕр плотина тунă. Çапла сахал мар ĕç туса ирттернĕ, ирттерет те Иван Никифоров халăх ырлăхĕшĕн. Хăй вăхăтĕнче вăл икĕ хутчен çутçанталăка сыхлакан районти комитетăн ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçи М.А.Овчинников тата СССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ В.Н.Мерзлайкин ячĕллĕ премине, 1994 çулта Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Çамрăксен унтан тĕслĕх илмелли пурах.
ФОТОРЕПОРТАЖ
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"