11 июня 2015 г.
"Акатуй" чăннипех халăх уявĕ, çĕр ĕçченĕн уявĕ. Çак уявра хресчен çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кăмăлпах канать. Тĕп уява ирттерме район çыннисем кăçал та йăлана кĕнĕ тăрăх "Чавал" уçланкăна пухăнчĕç.
Кашни çулах чутайсем çак уява тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Хальхинче те хăнасене, районăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене таса та симĕс уçланкă, капăр та илемлĕ сцена кĕтсе илчĕ. Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем, уйрăм предпринимательсем уçланкăна пухăннă ватти-вĕттине, яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа, ял ĕçченне апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç.
Чутай çĕрĕ çине кăçал та уявпа саламлама килсе çитнĕ сумлă хăнасене хĕрлĕчутайсем ваттисен йăли-йĕркипе çăкăр- тăварпа, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе сумлă хăнасем - Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, ЧР Пуçлăхĕн канашçи, Раççейĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кондратьев, ЧР монополипе кĕрешекен служба ертỹçи Вячеслав Борисов, Чăвашпотребсоюзăн профком председателĕ Надежда Гамоля, Етĕрне, Муркаш, Элĕк, Чулхула облаçĕнчи Пильна район представителĕ-сем тата ыттисем - районти вунă ял тăрăхĕн тата предпри-ятисемпе организацисен хăна картишĕсене курса çаврăнчĕç, апат-çимĕçĕпе, ал ĕçĕсемпе, юрă-ташă пулта-рулăхĕпе, унсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕн- тернĕренпе 70 çул çитнине, Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Иванов ячĕпе иртекен çулталăка халалланă куравсемпе паллашма пултарчĕç.
Уçланкăри илемлĕ сцена çинче салам сăмахĕсем сахал мар янăрарĕç. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисем, произ-водствăра малта пыракансем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç.
Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин агропромышлен-ность комплексне аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн "Свобода" колхозри Зоя Токарева пăру пăхакан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата ятран паракан сехетне тивĕçрĕ. Зоя Виссарионовна 20 çул ытла колхозра пĕчĕк пăрусене пăхать. Тăрăшулăхне кура вăл час-часах хисеп хучĕсене тивĕçет.
ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине ялхуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн "Нива" ЯХПК директорĕ Владимир Мурайкин, çак хуçалăхăн тĕп инженерĕ Юрий Воронов тата водителĕ Вячеслав Скворцов, "Свобода " колхозăн выльăх пăхаканĕ Зоя Терентьева тивĕçрĕç. Çурхи культурăсене акмалли плана пурнăçланă хуçалăхсем - "Коминтерн" ЯХПК, "Свобода" колхоз (пĕрремĕш вырăна тухнă), "Нива" ЯХПК тата Николай Лисаев фермер (иккĕмĕш вырăн) - район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Уявра ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене те чысларĕç. Механизаторсен ăмăртăвĕнче "Коминтерн" ЯХПК-ри Николай Лаврентьев, Николай Лисаев фермер хуçалăхĕнчи Георгий Судаков (урапаллă тракторпа ĕçленĕ) 296,55 тата 594 эталонлă гектар, гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ "Коминтернри" Алексей Туйманкин механизатор 172,25 эталонлă гектар ĕç пурнăçласа çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. "Коминтернри" Лев Кашкиров механизатор акаçăсем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ, çурхи культурăсене вăл 614 гектар акнă.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, сĕт фермисенче ĕçлекенсен тата выльăх самăртакансен ăмăртăвĕнче мала тухнисем çаксем пулчĕç:
"Коминтерн" хуçалăхри Роза Данилова доярка пĕр ĕне пуçне 6093 килограмм, пĕтĕмпе 306 тонна сĕт суса илме пултарнă.
Çак хуçалăхри Мария Князевапа Елена Матвеева пăру пăхакансем талăкра вăтамран пăрусене 844 грамм ỹт хуштарнă. Вĕсем - чи лайăх пăру пăхакансем.
"Коминтернри" Дмитрий Судеркин выльăх пăхаканăн та тỹпи пысăк, вăл выльăхсене вăтамран талăкра 930 грамм, пĕтĕмпе 33 тонна ỹт хуштарнă. Çавăн пекех çак хуçалăхри Альбина Мазиковапа Светлана Афанасьевана асăнмалла, вĕсем кашни сысна аминчен 11-шер çура илнĕ. Светлана Афанасьева пăхакан сыснасем вара кунне 465 грамм хушнă.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисен шутĕнче Атнар хуçалăхĕнчи Наталья Ивантаева та пулчĕ. Вăл тăрăшнине пула мăйракаллă шултра выльăх шутне 114 процент, пăрусем илессине 112 процент ỹстерме май килнĕ. Трапайри сĕт фермин заведующийĕ Андрей Данилов тăрăшса вăй хунипе сĕт производствине 141 процент таран ỹстернĕ.
Сцена çинче чылай ĕç çыннине чысларĕç, унтан ял тăрăхĕсен юрăпа ташă ăстисем сăмах илчĕç, куракансене чаплă концертпа савăнтарчĕç. Юрă-кĕвĕ янăранă вăхăтрах уçланкăра суту-илỹ пычĕ, спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç, ача-пăча карусельпе ярăнчĕ, пылак çимĕçпе сăйланчĕ.
А.ЗАМУТКИНА.