11 июня 2015 г.
Шкул çулне çитменнисене вĕрентесси, амăшĕсене тата ачалăха хỹтĕлесси.
Çакăн пирки пынă сăмах республикăри виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн - "Советская Чувашия" хаçатăн, "Чăваш Ен" ПТРК-н тата Наци телерадиокомпанийĕн - черетлĕ кăларăмĕнче.
Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Шупашкарти Президентăн перинаталь центрĕнче, ача сачĕ-сенче пулнине кăтартнă.
Перинаталь центрĕн ĕç-хĕлĕпе паллаш-нă май Михаил Игнатьев республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни, нумай ачаллă çемьесен шучĕ юлашки виçĕ çулта 26 процент ỹсни пирки каланă. Паянхи куна республикăра пĕр пин çын пуçне 14 ача çуралать. Ку Атăлçи федераци округĕн-чи регионсем хушшинчи чи лайăх кăтарту.
Республикăра чылай çĕрте хальхи йышши çĕнĕ ача сачĕсем уçăлаççĕ. Михаил Игнатьев Шупашкарти "Созвездие" ача садне çитсе курнă. Кунта ачасене пĕчĕклех космос пирки каласа-ăнлантарса параççĕ, ытти енĕпе те аталантараççĕ. Хевтесĕр ачасем те çак ача садне ыттисемпе танах çỹреççĕ.
Ача сачĕсем пирки сăмах пуçарнă май садике çỹренĕшĕн тỹлемелли хаксем, çамрăк специалистсем, вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем, черетсем çухални пирки каланă. Республикăри хăш-пĕр ача сачĕ-сенче шăпăрлансене çулталăк çурăранах йышăннине те палăртнă.
Сăмах май, хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче 160 вырăнлă çĕнĕ ача сачĕ тăвас ĕçсем пурнăçланаççĕ. Строительсем çуртăн пĕрремĕш хутне купалама пуçланă ĕнтĕ.
2015 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче тухнă "Советская Чувашия" хаçатран кĕскетсе куçарнă.