11 июня 2015 г.
Çулсеренех июнĕн 8-мĕшĕнче социаллă ĕçченсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн районта та тунтикун хăйсен пурнăçне çынсене пулăшассипе, хỹтĕлессипе çыхăнтарнă ĕçченсене саламланă. Савăнăçлă мероприятие пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тав сăмахĕ каланă, Раиса Орлована, Надежда Саринана, Валентина Таерована, Людмила Тарасована, Светлана Саверкинана, Наталья Исаакована, Светлана Казайкинана, Иван Абакумова Хисеп грамотисем парса чысланă.
А.ТИМОФЕЕВА.