11 июня 2015 г.
Хăш районта тутлă çăкăр пĕçернине пĕлес килсен республикăра иртнĕ конкурс пĕтĕмлетĕвне тишкермелле. "2015 çулхи чи лайăх çăкăрпа булка изделийĕсем" ятлă конкурса Чăвашпотребсоюз ирттернĕ. Жюри конкурса тăратнă çăкăрпа кулач изделийĕсен 65 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш вырăна муркашсем, тăвайсем, комсомольскисем, патăрьелсем тухнă.
Пирĕн районти çăкăр завочĕн хутăш çăнăхран пĕçернĕ "Дарницкий" çăкăрне иккĕмĕш вырăн панă. Палăртмалла, райпо тытăмне кĕрекен "Четайское" тулли мар яваплă пĕрлешỹре (тĕп директорĕ Юрий Яндайкин), чăнах та, тутлă та кăпăшка 45 тĕслĕ çăкăрпа кулачă пĕçерсе кăлараççĕ. Сăмахран, май уйăхĕнче çăкăр завочĕ 88 тонна çăкăр пĕçернĕ. Чутай çăкăрĕ лавккасен сентрисем çинче нумай тытăнса тăмасть, хăвăрт пĕтет. Унсăр пуçне ăна хамăр патра кăна мар, кỹршĕллĕ районсенче те юратсах çиеççĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.