АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене - вăхăтлăх ĕç

11 июня 2015 г.

Çул çитмен çамрăксене Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕçе вырнаçтараççĕ. Ытларах ĕçсĕр граждансен, тулли мар, нумай ачаллă, йывăр лару-тăрури çемьесенчи, ятарлă комиссисенче учетра тăракан ачасене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

2015 çулта районти Ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен 370 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма палăртать. Çакна валли республика бюджетĕнчен 207 пин тенкĕ уйăрнă, район бюджетĕнчен - 50 пин тенкĕ. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçнисене 1275 тенке яхăн укçан пулăшу параççĕ тата ĕç саккунĕсемпе килĕшỹллĕн шалу тỹлеççĕ.

Паянхи куна ачасене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе вакансисен виçĕ ярмăрккине ирттернĕ. Унта районти вăтам шкулсем, ялхуçалăх предприятийĕсем тата ытти организацисемпе предприятисем хутшăннă.

Вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă ачасем шкул е ял тăрăхĕн территорийĕсене тирпей-илем кỹреççĕ, ĕç тата вăрçă ветеранĕсене пулăшаççĕ, эмел курăкĕ пуçтараççĕ, шкулти е ялхуçалăхĕнчи сĕтел-пукан таврашне юсаса çĕнетме пулăшаççĕ.

Ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарни вĕсене малашлăхра професси суйласа илме, ĕç рынокĕнче хăйсен вырăнне тупма, вĕсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать. Унсăр пуçне ача хăйне тыткаламалăх укçа та ĕçлесе илеет.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика