11 июня 2015 г.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ респуб-ликăри вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсем хушшинче "Ăрусенче Çĕнтерỹ пурăнать" ятпа пултарулăх конкурсне йĕркелесе ирттернĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра совет халăхĕ фашистла Германие тĕп тунăранпа 70 çул çитнине халалланă. Конкурса республикăри шкулсенче 1-11 классенче ăс пухакан ачасем, вузсен тата тĕрлĕ училище-техникум студенчĕсем хутшăннă. Конкурсăн йĕркелỹ комитетне пурĕ 180 ĕç тăратнă, вĕсенчен 90 пултарулăхпа тĕпчев ĕçĕ, 88 ỹкерчĕк тата 2 видеоролик.
Расскажи-ка, юный, ведь недаром ветераны приближали День Победы" номинацие Питĕркассинчи вăтам шкулта вĕренекен Евгений Хохлов тата Николай Мидушкин хутшăннă. Палăртма кăмăллă, "Манăн тăвансем Аслă Отечественнăй вăрçăра" пултарулăх ĕçĕпе 9-мĕш класра ăс пухакан Николай Мидушкин (наука ертỹçи - историпе право учителĕ Альбина Фадеева) 9-11 классенче пĕлỹ пухакансем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.