11 июня 2015 г.
Районти полици уйрăмĕ пăшал таврашне саккуна пăсса упракансемпе профилактика ĕçне ирттерсех тăрать, апла пулин те хальлĕхе районта пурăнакансем хушшинче ку тĕлĕшпе административлă правăна пăснă тĕслĕх-сем пулкалаççĕ.
Паянхи куна район территорийĕн-че 400 ытла единица пăшал пуррине регистрацилерĕмĕр. Анчах та шута илменнисем те пур-ха. Çакă вара пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Акă иртнĕ эрнере районта шута илмен пăшалтан çынна персе амантнă тĕслĕх пулчĕ. Çавăнпа та районта пурăнакансене тепĕр хут аса илтерес килет: шута илмен пăшала харпăр хăй ирĕкĕпе тавăрса памалла. 2014 çулта хĕрлĕчутайсем хăйсен ирĕкĕпе 5 пăшал тавăрса пачĕç, кăçал паянхи куна - икĕ единица. Саккунпа килĕшỹллĕн пăшал таврашне тавăрса панăшăн граждансене укçа тỹлеççĕ. Çакăншăн уголовлă яваплăх та пăхса хуман.
В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.