АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк шар кăтартакан кăпшанкă

11 июня 2015 г.

Çуллахи кунсенче сăвăссем активлăха вăйлатма тытăнаççĕ. Вĕсем - сăвăс энцифалитне тата боррелиозне саракансем.

Чăваш Республикинче хальлĕхе сăвăс энцифаличĕпе чирлекенсене тупса палăртман. Анчах та юлашки вăхăтра, халăхăн миграци юхăмĕ активлă пулнине шута илсен, асăннă чире ертес хăрушлăх пысăк.

2013 çулта республика территорийĕнче пурăнакан 339 çын кĕлеткене сăвăс кĕрсе ларнипе тата çыртнипе медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтнă. Иртнĕ çулхи кăтарту пысăкрах - 624 çын.

Апрель вĕçĕнчен вара республикăри медицина учрежденийĕсене 187 çын çитсе сăвăс çыртнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 49-шĕ - ачасем. Телее, вĕсем хушшинче сăвăс энцифаличĕпе тата боррелиозĕпе чирлекенсене тупса палăртман.

Ыйтăм даннăйĕсемпе сăвăссем ытларах вăрмансенче тĕл пулаççĕ, çавăнпа та вăрăм курăк тата тĕмсем хушшипе ан çỹрĕр. Вăрмана кайнă чухне çутă (шурă) тĕслĕ çи-пуç е плащ, капюшонлă куртка тăхăнма тăрăшăр. Çири япаласен çаннисем вăрăм, резинкăллă пулччăр, йĕмсене нуски ăшне чикĕр. Хăвăрпа пĕрле ятарлă репеллентсем (пĕчĕк кăпшанкăсене хăратакан хими япали) илĕр.

Кĕлеткене сăвăс ĕмсе çыпăçнине тупсан сиплев учрежденийĕнчен медицина пулăшăвĕ ыйтăр.

Роспотребнадзор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика