17 июня 2015 г.
Çултан-çул район Хисеп хăми çĕнелсе тăрать.
Ун çинче учрежденисемпе организацисенчи, предприятисенчи пысăк квалификациллĕ, опытлă, пултаруллă ĕçченсене курма пулать. Çак хисепе тивĕçнисен йышĕнче педагог та, культура ĕçченĕ те, тракторист та, ĕне сăвакан та, слесарьпе ытти професси çыннисем те пур. Вĕсем пурте производствăра, социаллă сферăра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Ĕç кăтартăвĕсемпе хисепе тивĕçнисем шутĕнче: Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн заведующийĕ Фаина Яковлевна Корчагина, "Хастар" ФСК-н тренер-преподавателĕ Аркадий Федорович Туйманов, район больницин ача-пăча уйрăмĕн участок медсестри Римма Викторовна Лысова, Питĕркассинчи вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Валентиновна Жукова, "Жилсервис" ТЯО директорĕ Владимир Дмитриевич Селиванов, Н.Лисаев фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Юрий Евгеньевич Тибогайкин, "Коминтерн" ЯХПК-н сĕт-çу комплексĕн начальникĕ Андрей Геннадьевич Данилов, "Свобода" колхозăн ĕне сăвакан операторĕ Елена Зиновьевна Максимова, "Нива" ЯХПК-н ĕне сăвакан операторĕ Галина Феоктистовна Ермакова, "Бытовик" ТЯО парикмахерĕ Светлана Сергеевна Каленова, районти потребительсен обществин Тихăнушкăнчи лавкка заведующийĕ Любовь Григорьевна Праулова, "Четайское" ТЯО-н производство заведующийĕ Ираида Леонидовна Патрикеева, Хĕрлĕ Чутайри газ участокĕн аварипе диспетчер службин слесарĕ Юрий Анатольевич Михайлов, Хурашашри ветеринари участокĕн фельдшерĕ Надежда Владимировна Кузнецова, Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Владимирович Музяков.
Ĕçчен те пултаруллă çынсен ячĕсем ыттисене те тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарса пырĕç.
А.КАРПОВА.