17 июня 2015 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Балтийск хулинче "Р-2" гварди катерне "Чăваш Ен" ("Чувашия") ят панă.
Уяв мероприятине республикăран Иван Моторин премьер-министр, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин хутшăннă.
Гварди катерĕсен дивизионĕнче "Пенза облаçĕ", "Ульяновск облаçĕ", "Дмитровград" карапсем пур ĕнтĕ. Халĕ çав туслă çемьере пирĕн республика ячĕпе хисепленекенни те пулĕ. Катера "Чăваш Ен" ят пани çарпа флотăн Раççей регионĕсем хушшинчи çыхăнăвне çирĕплетме пулăшать. Малашне çак катер çинче республикăри çамрăксем службăра тăма пултарĕç.
Гварди катерĕн чи лайăх морякĕсене республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе республика гербĕпе илемлетнĕ сехетсем парнеленĕ.
"Чăваш Ен" катерăн экипажĕ 44 морякран тăрать, вĕсенчен 9-шĕ - Чăваш Республикинчен.
ЧР ПА пресс-служби.