АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав саккунĕнчи улшăнусем çинчен

17 июня 2015 г.

Йышăннă саккун акчĕсемпе килĕшỹллĕн кăçал пирĕн республикăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет. Суйлав саккунĕсене кĕртнĕ юлашки улшăнусемпе килĕшỹллĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕнче район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлăпăр. Кăçалхи май уйăхĕн 4-13-мĕшĕсенче суйлав округĕсен схемине çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Район пуçлăхне вара район Пухăвĕн депутачĕсен йышĕнчен суйласа илĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне тăратнă канди-датурăсене вара конкурс комиссийĕ пăхса тухĕ.

Район Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕпе пĕтĕмпе пĕр мандатлă 18 суйлав округĕ йĕркеленĕ, ял тăрăхĕсен депутачĕсен суйлавĕпе вара - 107 пĕр мандатлă суйлав округĕ.

2014 çултах "Об основных гарантиях избирательных прав и права на участие в референдуме граждан Российской Федерации" федераллă саккуна суйлав комиссийĕсен йĕркелỹпе кадр ĕçĕсемпе çыхăннă улшăнусем кĕртнĕ. Акă РФ субъекчĕн патшалăх власть органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне ирттермелли кун - асăннă орган полномочийĕсем вĕçленнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчи иккĕмĕш вырсарникунĕ. Кăçал суйлав сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртĕ. Çавăн пекех суйлавçăсене çакна пĕлтересшĕн: суйлав саккунĕнчи улшăнусемпе килĕшỹллĕн участок суйлав комиссийĕсем 5 çул ĕçлĕç, хăйсен тивĕçĕсене суйлав кунĕччен 10 кун малтан пурнăçлама тытăнĕç.

Суйлав саккунне кĕртнĕ тепĕр пĕлте- рĕшлĕ улшăну - суйлав процедурине вăхăт çитичченхи суйлав кĕртни. Вăхăтченхи суйлав ирĕкĕпе суйлав кунĕнче отпуска, командировкăна, сывлăха пула, ĕç режимĕпе вĕренỹ ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе, патшалăх тата общество тивĕçĕсене пурнăçланă май суйлав участокне çитеймен суйлавçă усă курма пултарать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ пулассине палăртнă ĕнтĕ. Çак кунсенче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ пулассине палăртатпăр. Суйлав пулассине палăртнă йышăну хыççăн суйлавăн тепĕр тапхăрĕ пуçланать - суйлава кандидатсене тăратасси. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕ-сен суйлавне хутшăнма кандидатсене тăратасси суйлав пуласси пирки йышăну пичетленсе тухнă хыççăн пуçланать. Кандидата регистрацилеме документ йышăнасси кăçалхи августăн 3-мĕшĕнче 18 сехетре вĕçленет.

Анатолий ЕЙКОВ, районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика