17 июня 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Луганскпа Донецк халăх республикисенче пурăнакан ачасем валли гуманитари пулăшăвĕ пухассине ырласа йышăннă.
Ачасене çакăн пек пулăшма пулать:
1. Кăçалхи июлĕн 14-мĕшĕччен çĕнĕ канцеляри таварĕсене, порт-фельсемпе ранецсене, ача-пăча кĕнекисене, сĕтелçи вăййисене, спорт фор-мисене коробкăна чикмелле, кашнин çине шала мĕн хунине çырмалла.
2. Укçан пулăшас текенсен кăçалхи июлĕн 10-мĕшĕччен Ача прависен Чăваш Республикинчи уполномоченнăй аппарачĕн сотрудникĕсене ятарлă актпа памалла.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (8352) 62-41-05. Адрес: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт. Электронлă адрес: ombudsman@cap.ru