17 июня 2015 г.
Кăçал шкул пĕтернисем математикăпа ППЭ тытнă чух икĕ шайран пĕрне суйлама пултарчĕç: профильлĕ (вăл аслă шкула вĕренме кĕме кирлĕ) тата никĕс (пĕлĕве шкул аттестатне илме тĕрĕслени). Шкул пĕтерекенсенчен 60 проценчĕ профиль шайне суйланă.
Никĕс шайне суйланă 2833 ачаран чи пысăк бала 9,94 проценчĕ пухнă, вăтам бала - 4,18 проценчĕ. 4,48 проценчĕ экзамен тытайман. Никĕс шайĕ 20 ĕçрен тăнă. Пĕлĕве пилĕк балпа хакланă. "Виççĕ" илес тесен çичĕ ĕçе тĕрĕс пурнăçламалла пулнă. Профиль шайне суйланă 4969 ачаран чи пысăк бала пĕри кăна илнĕ. 113 ача 80 балран пысăкрах пухнă. Математикăпа вăтам балл - 49,25. 12,6 проценчĕ тытайман.
Районта профиль шайне суйланă 87 ачаран 21-шĕ математикăпа экзамен ĕçне пурнăçлайман.
Тытайманнисем хăйсен пĕлĕвне тепĕр хут июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче тĕрĕслĕç. Паллах, вырăс чĕлхипе чи пĕчĕк балран (24-ран) каçнă пулсан.