01 июля 2015 г.
Çулсерен Чăваш Республикин "Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕ ялхуçалăх предприятийĕсен ĕç кăтартăвне тишкерет. 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерỹçĕ-сене палăртнă. Пĕрремĕш вырăнта - "Авангард" обществăн "Çĕрпỹ беконĕ" филиалĕ, иккĕмĕшĕнче - Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, виççĕмĕшĕнче - "Ольдеевская" агрофирма.
Палăртма кăмăллă, кăçал "Агро-100" клуб йышне пирĕн районти виçĕ хуçалăх кĕме пултарнă. Альбина Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" хуçалăх тăваттăмĕш вырăн йышăннă (пĕлтĕр 16-мĕш вырăнта пулнăччĕ). Районти хуçалăх республикăри питĕ пысăк та паллă фирмăсемпе комбинатсенчен юлманни савăнтарать.
Çавăн пекех лайăх хуçалăхсен йышĕнче "Нива" ЯХПК тата "Свобода" колхоз пур.
А.ТИМОФЕЕВА.