01 июля 2015 г.
Килес çул федераллă уявсем 30 куна тăсăлĕç. Ĕç министерстви 2016 çулта канмалли кунсене куçарасси пирки постановлени проекчĕ хатĕрленĕ. Документа патшалăх органĕсем сайта лартнă. Хальлĕхе ăна халăх пăхса тухать.Тỹрех калатпăр - çĕнĕ çулхи каникулсем 10 куна тăсăлĕç - январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен.
Аса илтеретпĕр, ĕç саккунĕпе килĕшỹллĕн, уяв-сем канмалли куна лексен, вĕсем ĕçлемелли тепĕр куна куçаççĕ. Куçарнисем пулнипе хĕллехи канмалли кунсем тăсăлаççĕ те. Ĕç кодексĕн 112 статйипе Раççейре январĕн 1-8-мĕшĕсем уяв кунĕсем шутланаççĕ. Килес çул январĕн 2-мĕшĕпе 3-мĕшĕ шăматкунпа вырсарникуна лекнĕ пирки ĕçлемен уяв кунĕсем çапларах куçĕç: мартăн 7-мĕшĕнче тата майăн 3-мĕшĕнче канăпăр. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин уявĕнче виçĕ кун - февралĕн 21-23-мĕшĕсенче - канăпăр. Анчах та уншăн февралĕн 20-мĕшĕнче, шăматкун, ĕçле-мелле пулать (февралĕн 22-мĕшĕшĕн). Уяв умĕнхи кун пулнă май ĕç вăхăчĕ кĕскелет.
Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕн-че çапларах канăпăр: мартăн 5-8-мĕшĕсенче. Çуркуннепе Ĕç уявĕн-че тăватă кун канăпăр: апрелĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа майăн 3-мĕшĕччен. Çĕнтерỹ кунĕ те пире виçĕ канмалли кун парнелĕ: майăн 7-9-мĕшĕсенче ĕçлемĕпĕр. Раççей кунĕнче те виçĕ канмалли кун пулĕ: июнь уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче те виçĕ кун - ноябрĕн 4-6-мĕшĕсенче - канăпăр.
Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, Раççей пек канакан çĕршывсем татах пур. Тĕслĕхрен, Латин Америки. Унта çынсем çулталăкне хушма 40 кун канаççĕ. Европăра та Раççейри пекех. Японире тата Кăнтăр Корейăра пурăнакансем вара каникулсем пирки ĕмĕтленме кăна пултараççĕ - унта отпусксем те кĕске.
Май кунĕсенче канмалли кунсем ытларах пулни Раççей халăхне сад-пахчара тăрмашма майсем туса парать. Хĕллехи канмалли кунсем вара шкул ачисен каникулĕсемпе пĕр килеççĕ. Çакă - çемьесен пĕрле канмалли варианчĕ.