03 июля 2015 г.
Елĕк районне кĕрекен Мăн Ямашри сакăр çул вĕренмелли (халĕ вăтам) шкулăн кĕçĕн кла- сĕсенчех мана стена хаçачĕн редакторĕ пулма суйларĕç. Вĕренỹ çулĕн чĕрĕкĕсем вĕçленнĕ тĕле е аслă уявсем умĕн хаçатăн черетлĕ номерĕсем кун çути куратчĕç. Хăшĕсем ăна вуласа савăнатчĕç, дисциплинăпа йĕркелĕхе пăсакансем тата вĕренỹре юлса пыракансем критикăллă материалсемшĕн кỹренетчĕç.
Хĕрлĕ Чутай салине тăтăшах çỹреме тивнĕ май редакцине те кĕрсе тухмасăр хăварман. Ун чухне район хаçачĕн коллективне (1966 çултанпа) Тури Çĕрпỹкасси çынни Иван Ефимович Ландышев (1931-2002) ертсе пыратчĕ, унăн çумĕ - Карăкçырми çынни Павел Арсентьевич Голицын (1929-1990), яваплă секретарĕ - Ишеккассинчи Анатолий Николаевич Никитин (1936-2001), çырусен пайĕн заведующийĕ Иван Михайлович Михайлов (1924-1996) фронтовик (Çĕрпỹ районĕнчен) тата Шĕмшешри Владимир Ильич Шалтайкинпа (1932-2007) Черемушкинчи Семен Егорович Ванюшин (1937), Тихăнушкăнчи Александр Артемьевич Угольниковпа (1941-1998) Мартынкассинчи Геннадий Аркадьевич Анисимов (1949) корреспондентсем пулнă. Çавăн пекех редакцире нумай çул тăрăшнă Хĕрлĕ Чутайри Раиса Петровна Васильева (1924) аслă бухгалтерпа Ирина Семеновна Хохлова (1917-2002) секретарь-машинистка тата Александр Разумов фотокорреспондентпа Николай Исправников шофер яланлăхах асра юлнă.
Манăн малтанхи тăватă материал район хаçатĕнче 1978 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче пичетленчĕ. Сăмах май, "Çулсем, йĕрсем..." статьяра Сĕнтĕкçырминчи Иван Яковлевич Андреев (1923-1993) ефрейтор-фронтовикăн вăрçăри тата ун хыççăнхи кун-çулне уçса патăм, "Ашшĕ-амă- шĕсен пухăвĕ" тата "Çуракине хатĕрленсе..." заметкăсенче "Марксист" колхоз ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çыртăм, "Çамрăксем яла юлаççĕ" тĕрленчĕк Акташри çамрăк çемьесем çинчен пулчĕ. Шутласа пăхсассăн, 97 çул хушшинче тĕрлĕ темăпа çырнă корреспонденцисен хисепĕ 383-е çитрĕ. Çырнисен пуххи тăватă альбомра упранать, çав шутра очерксем, калавсемпе сăвă-юрăсем чылай. Сăмах май, манăн "Канăçа çухатрăм" юррăм та чи малтан Хĕрлĕ Чутайри "Коммунизм çулĕпе" (халĕ "Пирĕн пурнăç") хаçатра 1979 çулхи декабрь уйăхĕнче кун çути курчĕ.
Тĕпчев ĕçĕпе 35 çул тимленĕ май, фактсем сахал мар пуçтартăм: пилĕк кĕнеке пичетлесе кăлартăм; журналистсемпе писательсен Союзĕн тата Чăваш культурипе искусствин халăх академийĕ хаваспах хăйсен йышне илчĕç; ЧР пичетпе культура министерствисен тата ЧР журналистсен Союзĕпе "Чувашрессовпроф" организацийĕн, ДОСААФ-па ШĔМ-ĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕм. Республикăри хаçат-журналсен страници-сенче пурĕ 1800 ытла материал вырăн тупнă. Ку кăтарту 40 çул хушшинче пухăннă, 21 альбома вырнаçнă. Тĕрлĕ справочниксемпе те пуян манăн килти архив. Çавăнпа та хамăр тăрăхри райхаçат историне те туллин çырса кăтартма пултаратăп. Тĕслĕхрен, акă, Хĕрлĕ Чутай райхаçат редакторĕсем 18-а çитнĕ: вĕсенчен Тури Çĕрпỹ-кассинчи Иван Ефимович Ландышев - 17 çул, Çĕн Ирчемесри Михаил Якимович Назаров (1914-1986) тата Туктамăшри Николай Павлович Барышников (1956) 10-шар çул çак ĕçре палăрнă. Редакцин хальхи коллективне ертсе пыракан Алина Николаевна Оринова та (Серенкасси) 11 çул ытла тимлет.
Калас пулать, 1991 çулта СССР-а аркатса яриччен Пичет кунне çулсерен майăн 5-мĕшĕнче паллă тăваттăмăр. Унсăр пуçне редакцинче е культура çуртĕнче час-часах канашлусем иртетчĕç. Штатра тăман сотрудниксем пĕр-пĕринпе курса калаçатчĕç, хăйсен шухăшĕсене уçса паратчĕç. Çавăнпа та хаçата çырса тăракансем йышлăччĕ, вĕсен шутĕнче учительсем ытларахчĕ. Акă вĕсем: Хĕрлĕ Чутайри Валериан Григорьевич Толстовпа (1913-1997) Николай Андреевич Законов (1935-1997), Штанашри Виктор Емельянович Егоровпа (1924-2001) Кушлавăшри Юрий Никандрович Митрофанов (1954-1995) тата ыттисем. Шел, ун чухнехи ырă йăла- йĕркесем путланчĕç, пичет ветеранĕсем те сайраланчĕç. Халĕ Хĕрлĕ Чутай райхаçачĕн штатра тăман авторĕсем хушшинче педагогика ĕçĕн ветеранĕсем ытларах. Акă вĕсем: Мишеркасси ялĕнчи Иван Яковлевич Вазяковпа (1930) Атнарти Михаил Алексеевич Хураськин (1935), Мăн Хăмарккари Владимир Михайлович Чеблуковпа (1945) Тури Çĕрпỹкассинчи Лев Васильевич Медведев (1946), Штанашри Галина Вячеславовна Зотовапа (1956) Сĕнтĕкçырминчи Светлана Вячеславовна Яруткина (1956), Çĕн Атикассинчи Владимир Андреевичпа (1962) Ираида Леонидовна (1966) Евсеевсем - педагог-мăшăрсем, Чурпайри Лариса Петрова ăста сăвăç. Çавнашкалах хаçатпа пĕр вăхăталла çуралнă Кушлавăш ялĕнчи Алексей Григорьевич Васильевпа (1934) Сĕнтĕкçырминчи Николай Тимофеевич Чернигов (1937) тухтăрсем тата Хĕрлĕ Чутайри Матвей Семенович Кораков (1934) пахчаçă иртнĕ çулсенче сахал мар интереслĕ статья çырчĕç. Тивĕçлĕ канури çыравçăсем халĕ те хаçата юратса вулаççĕ. Милицин отставкăри полковникĕ Юрий Никонович Григорьевский (1947) - Çĕн Атикасси çынни. Унăн хаçатра истори темипе çырнă статйисем вулакана тыткăнлаççĕ. Пурнăçран иртерех уйрăлса кайнă Василий Федорович Гавриловпа (Питĕркасси) Иван Яковлевич Данилов (Ачкасси) педагог-ялкорсен тата Валерий Семенович Кукушкин (Хирлỹкасси) ялкор ятне те асăнмасăр хăварас килмест.
Геннадий САВЕЛЬЕВ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ, пичет ветеранĕ.